photo 2024 01 25 10 18 34 2Январĕн 21-мĕшĕнче арçынсем хушшинче самбо енĕпе Чăваш Республикин Чемпионачĕ, çавăн пекех юниорсем хушшинче самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç.

Самбистсене ăнăçу сунса Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, «Zа самбо» федераллă проектăн кураторĕ Николай Владимиров, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тата ытти хисеплĕ çынсем тухса калаçрĕç. Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç, унта хутшăнакансем хăйсен опытне те ÿстерчĕç, хавхалану та илчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем вара медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç.

Спорт мероприятине Вăрмар округĕн представителĕсем те хутшăнса Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăчĕç. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен Алексей Волков 98 килограмлă спортсменсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Илья Алексеев /вăл халĕ Шупашкарта олимп резервĕн училищинче ăс пухать\ 88 килограмлисем хушшинче çĕнтерчĕ.

Лев УЛИВАНОВ, тренер

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика