vstreЯнварь уйăхĕ Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн Кĕлкешри структурăллă уйрăмĕнче пĕлÿ илекен ачасен асĕнче паллă пулăмпа нумайлăха юлĕ. Кунта 5-9 классенче вĕренекен ачасем патне тĕлпулăва Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов тата ятарлă çар операцине хутшăннă гварди рядовойĕ Иван Васильев килчĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Иван Васильев ачасене салтаксен çăмăл мар пурнăçĕ, ятарлă çар операцийĕнче пирĕн хÿтĕлевçĕсем паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăрни, Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем çума-çумăн тăрса тăшмана хирĕç çапăçни çинчен каласа пачĕ. Шкул ачисем ăна хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем парса хурав илме пултарчĕç.

Иван Александрович Васильев Вăрмар поселокĕнче пурăнать. Вăл ятарлă çар операцийĕнче 2022 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2023 çулхи ноябрь уйăхĕччен пулнă. Унта вăл ятарлă подразделенинче Суворов Орденĕ ячĕллĕ гвардин 24-мĕш уйрăм бригадинче разведчик-сапер пулса службăра тăнă. Иван Васильев — чăн-чăн патриот, пирĕн Тă­ван çĕршыв тата кунта пурăнакансен умне Украина националисчĕсен енчен хăрушлăх сиксе тухсан айккинче юлма пултарайман. Ятарлă çар операцийĕнче унăн хăйĕн службăри юлташĕсене сахал мар çухатма тивнĕ, унта вилĕм салтаксене кашни утăмрах сыхласа тăрать. Çапах та вĕсем нимĕн­рен те хăраса тăмаççĕ, пирĕн тăван çĕре, пирĕн лăпкă пурнăçа сыхлаççĕ, пуçа усмаççĕ. Иван Александрович та Тă­ван çĕршыва юратнине хăйĕн паттăрлăхĕ урлă çирĕплетнĕ. Çитĕнекен ăрушăн вăл — ырă тĕслĕх.

Калаçу ирттернĕ хыççăн тĕл­­пулăва хутшăнакансем шкул музейне — Н.А.Афанасьев педагог-фронтовикăн астăвăм музейне çул тытрĕç. Унта ачасен «Тăван ен» ятлă пĕрлешĕвĕн членĕсем пухăннисене музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç тата Иван Александ­ровича ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене валли ăшă туйăмсемпе тав туса çырнă çырусем пачĕç.

«Шкулта лайăх вĕренĕр, спортпа туслă пулăр, пĕр-пĕр­не пулăшăр, йывăрлăхсен умĕн­че чарăнса ан тăрăр. Пурте пĕрле эпир — вăй. Çĕнтерÿ пирĕн пулать!» — терĕ Иван Александрович ачасене ырă сунса.

Вĕренекенсем чăн-чăн паттăрпа иртнĕ тĕлпулупа кăмăллă юлчĕç. Вĕсенчен кашниех ăна алă тытса тав турĕ.

Светлана РОМАНОВА, педагогика наукисен кандидачĕ, Н.А.Афанасьев ячĕллĕ музей руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика