РФ Социаллă Фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна Юрьевна ВАСИЛЬЕВА: «ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе — республикăн 2024 çулхи аталанăвĕн тĕп докуменчĕпе кăçалхипе тăваттăмĕш хутчен паллаштарчĕ, çав вăхăтрах туса ирттернĕ ĕçсене те пĕтĕмлетрĕ. Олег Николаев Çырура цифра аталанăвĕн ĕмĕрĕнче пурăннă май пурнăçа кĕртекен электронлă çĕнĕлĕхсем çинчен каланине ытларах ăша хыврăм. Икĕ çул хушшинче «Çемье навигаторĕ» сервис хута ямалли тĕллев лартни пирки каларĕ, çакă пирĕн район çыннисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Вăл çăмăллăхсем çинчен пĕлме, психологи, юридици пулăшăвĕ илме май парĕ. Çавăн пекех 2024 çулта Правительствăн информаци инфраструктурин пур пайне те хамăрăн продуктсемпе улăштармаллине пĕлтерчĕ. Çапла туни кибертапăнусенчен хÿтĕленме пулăшĕ. Муниципалитетсене аталантармалли малашнехи тĕллевсене те асăнчĕ. Тĕслĕхрен, 2024-2025 çулсенче кашни районтах çĕнĕ ăру библиотеки, автоклуб пулмалла. Халăхра анлă сарăлнă пуçарулăх бюджечĕн программипе малашне те тăрăшмаллине аса илтерчĕ Республика Пуçлăхĕ. Çырура лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирĕн пурин те пĕрле тăрăшма тивет».



Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Валерьевич Краснов: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕ кăсăклă, чĕрĕ, тулли пулчĕ. Çырăва вăл чăвашла, Геннадий Волков академик пурне те тытса тăракан 3 юрату çинчен каланипе пуçларĕ: «Кашни çынна е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату тытса тăрать: ачасене юратни, ĕçе юратни, тăван çĕршыва юратни». Çак сăмахсен чăнлăхне вăл тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Раççейре 2023 çул Педагогпа наставник çулĕ Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе пĕр килни пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулнине палăртрĕ Олег Алексеевич. Малашне те нумай ачаллă çемьесене, тăлăха юлнă ачасене социаллă пулăшу кÿрессипе тĕллевлĕ ĕçлессине пĕлтерчĕ. Çемьесемпе иртекен форумсем мăшăрсене пĕр-пĕринпе тачăрах, çывăхрах пулма пулăшаççĕ. Мăшăрĕнчен уйрăлма хатĕрленнĕ хĕрарăм çакăн пек мероприяти хыççăн хăйĕн шухăшне улăштарни хăйне савăнтарни пирки каларĕ Республика Пуçлăхĕ.
Мускавра иртекен «Раççей» форумра пирĕн республика хăйне тивĕçлипе кăтартса пыни хавхалантарть. Чи лайăх 10 регион йышĕнче пирĕн Чăваш Ен.
Кăçал сахалтан та 10 шкула ролл-матсемпе тивĕçтересси пирки пĕлтерчĕ Олег Николаев Çырура. Пирĕн районти Чулкас шкулне пĕлтĕрех республикăри чи пĕрремĕшсен йышĕнче «Самбо — в школу» проектпа килĕшÿллĕн ролл-матпа тивĕçтернĕ.
Уйрăм муниципалитетăн майĕсене лайăхрах ăнланма муниципалитет профилĕсем хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ. «Федераци Правительствинчи ĕçтешсем пĕлтернĕ тăрăх, эпир - çак практикăпа пур муниципалитета та çавăрса илекен пĕртен-пĕр регион», - терĕ Олег Николаев».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика