fQkXzCqAf6A2023 çулта республикăра ачасене хушма пĕлÿ илме 766 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. 2024 çулта ачасене хушма пĕлÿ илме пин ытла вырăнпа тивĕçтерĕç. Ку вăл вĕрентÿ отраслĕн тĕп задачисенчен пĕри пулнине палăртнă ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин минис­терствин коллегийĕн ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Кăçалхи тĕллевсем хушшинче — Шупашкарта «Кванториум» 2 ача-пăча технопаркĕ, Çĕмĕрлере ачасене цифра пĕлĕвĕ памалли «IT-куб» Центр уçасси, 11 шкул спортзалне юсасси, 39 шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕп­летесси, çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре çĕнĕ шкулсен строительствине вĕçлесси тата ытти те. Ĕçсене пурнăçлама 5,8 млрд тенкĕ укçа уйăрма планланă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, вĕрентÿ тытăмĕ Чăваш Республикин патшалăх политикишĕн малта тăраканнисенчен пĕри.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕн тĕп задачи — пысăк пахалăхлă вĕрентÿ ĕçне йĕркелеме мĕн­пур условисемпе тивĕçтересси. Пирĕн округра 21 вĕрентÿ организацийĕ хăйĕн ĕçне пурнăçлать: шкул умĕнхи вĕрентÿ организацийĕсем — 5, пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсем — 13, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем — 3, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерь ĕçлет.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Хальхи йышши шкул» федераллă проекчĕ шайĕнче округ­ра «Ÿсĕм вырăнĕ» проект пурнăçланать. 2023 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен 20,0 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Чулкас­ри вăтам шкулăн территорине хăтлăлатнă, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн спортзалне тĕпрен юсанă, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта терроризмла пулăмсенчен хÿтĕленессине тивĕçтерме ĕç­сем пыраççĕ.

«Кашни ачан çитĕнĕвĕ» федераллă проект шайĕнче 2022 çулта Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче художество енĕпе 45 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. 2023 çулта Ачасен пултарулăх çуртĕнче туризмпа таврапĕлÿ енĕпе 15 вырăн йĕр­келенĕ, 96,00 пин тенкĕлĕх турист хатĕрĕсем туяннă.

Вăрмар округĕнче «Инженерипе техника класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ. «Вĕрентÿпе производство класĕсем — 21» проекта пурнăçлама И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе килĕшÿ тунă.

2023 çулхи кăтартусем тăрăх талантлă 10 çамрăк Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене паракан стипендине тивĕçнĕ, 4 вĕренекен ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, 20 вĕренекен Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.

2022-2023 çулсенче Вăрмар округне 3 çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрса панă — Кавал, Мăнçырма, Пинер шкулĕсене.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасен апатланăвне тĕрĕс йĕр­келесси пысăк тимлĕхре. Паянхи кун ачасене вĕри апатпа «Общепит» тулли мар явап­лă общество тивĕçтерет.

500 ытла доброволец волонтер ĕçне активлă хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшать.

Вĕрентÿ учрежденийĕсене çамрăк специалистсемпе тивĕçтересси çивĕч тăнăран студентсене тĕллевлĕ вĕрентессипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕшÿ тунă. Юлашки 3 çулта округри вĕрентÿ организацийĕсене 12 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика