Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕ иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕн датисене çирĕплетнĕ. 2024 çулхи мартăн 15,16,17-мĕшĕсенче Раççей çыннисем 6 çуллăха патшалăх пуçлăхне суйлĕç.
Çак кунсенче суйлав участокĕсем яланхи пекех халăха сасăлава кĕтсе илĕç. Унсăр пуçне граждансем хăйсен сассисене çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса килтен тухмасăр е кирек ăçта пулсан та пĕлтерме пултарĕç. Çĕнĕ технологисемпе усă курма май çук пулсан та тухса çÿрейменнисем патне суйлав участокĕсен комиссийĕсен членĕсем килĕсене çитсе килĕç.
Кивĕ Вăрмарти 1524 номерлĕ суйлав участокĕнче тĕрлĕ шайри суйлавсене яланах тĕрĕс-тĕкел, пăтăрмахсемсĕр, йĕркене пăсмасăр, ял халăхĕпе активлă ĕçлесе ирттерсе яраççĕ. Çакăнта унăн председателĕн Людмила Михайловна Аршинован тÿпи те пысăк. Людмила Михайловна суйлав ĕçĕнче 1996 çултанпа, малтан комисси членĕ, унтан комисси председателĕн заместителĕ, 2000 çултанпа вара суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕ. Пысăк опытлă пулсан та кашни суйлава тĕплĕ хатĕрленмелле, кашни суйлавра епле те пулин çĕнĕлĕх кĕрсе пырать. Çак çĕнĕлĕхсене çынсене ăнлантарма пĕлмелле.
Людмила Аршинова Тутар Республикинчи Нăрлат районĕнчи Уксăмлă ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкул хыççăн Волгоградри патшалăх физкультура институчĕн Набережные Челны хулинчи филиалĕнчен аслă пĕлÿ илсе вĕренсе тухнă. Пулас мăшăрĕпе, Кивĕ Вăрмар каччипе Владимир Валерьевич Аршиновпа, шăпах пĕр институтра пĕрле вĕреннĕ вĕсем. 1990 çулта çамрăксем пĕрлешнĕ. Çапла Людмила Михайловна Кивĕ Вăрмар ялĕн кинĕ пулса тăнă, çак çулах ялти шкулта лаборант, каярахпа аслă пионервожатăй, физкультура учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕре кун çути парнеленĕ — Иринăпа Наташăна, иккĕшĕ те паянхи кун çемьеллĕ, ялта пурăнаççĕ, кукамăшне 5 мăнукпа савăнтараççĕ. Шел пулин те, Владимир Валерьевича мăнукĕсене курма тÿр килмен, вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Апла пулин те Людмила Михайловна паянхи кун хăйĕн пурнăçри телейне, савăнăçĕпе хура-шурне чылай çул ĕнтĕ çумри мăшăрĕпе Юрий Васильевичпа пĕрле пайлать. Юрий Васильевич электромонтер.
Кивĕ Вăрмарти суйлав участокĕн комиссийĕ 9 çынран тăрать, малтанласа палăртнă тăрăх çывхарса килекен суйлава пĕтĕмпе 960 çын хутшăнмалла. Халичченхи пек участока килсе сасăламалли мелсĕр пуçне дистанци мелĕпе электронлă сасăласси /вырăсла «дистанционное электронное голосование» тетпĕр, кĕскетсе вара ДЭГ\ киввăрмарсемшĕн çĕнĕлĕх пулĕ. ДЭГ мелĕпе мобильлĕ телефонпа, планшетпа, компьютерпа усă курса хут бюллетеньсĕр сасăлама май пулĕ. Электронлă майпа сасăлас тесен январĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 11-мĕшĕччен интернетра Патшалăх порталĕ урлă харпăр хăйĕн кабинетне кĕрсе заявлени памалла, суйлав кунĕсем çитсен вара хăвăра меллĕ кун сасăламалла пулĕ.
Çавăн пекех «Мобильлĕ суйлавçă» механизмĕ гражданинăн пурăнакан вырăнти регистрацине пăхмасăрах хуть те ăçтан та суйлава хутшăнма май парать. Çакăн пек мелпе усă курас текенсен январĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 11-мĕшĕччен суйласа илнĕ суйлав участокне палăртса ятарлă заявлени памалла. Заявленисене нумай функциллĕ центрсенче, кирек хăш территорири суйлав комиссийĕнче, Патшалăх порталĕ урлă, мартăн 6-11-мĕшĕсенче хуть те хăш суйлав участокĕнче те йышăнаççĕ.
«Аслă ÿсĕмрисем, паллах, суйлав участокĕсене килсе сасăланине ытларах шанаççĕ, çамрăксене вара çĕнĕ технологисемпе уса курни меллĕрех. Ял çыннисене çитес суйлав пирки, пире кĕтекен çĕнĕлĕхсем çинчен ăнлантармалли ĕçе пуçланă эпир. Комисси членĕсем хăйсене çирĕплетсе панă урамсенче пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Çывхарса çитекен Раççей Президенчĕн суйлавĕнче те ял халăхĕ активлă пуласса шанатпăр. Пирĕн ял çыннисем суйлавсене яланах яваплăха туйса хутшăнаканччĕ. Тухса çÿреме шикленекен ватăсем киле килсе сасăлаттарма ыйтаççĕ. Вĕсем патне пурин патне те çитсе килĕпĕр», - пĕлтерет Людмила Михайловна.
Эвелина МИХАЙЛОВА