ZfvNdE6JLZU fill 300x302Вăрмар муниципаллă округĕнче «Аруна» социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организаци — ыркăмăллăх фончĕ хăйĕн ĕçне пурнăçланине хаçат вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Унăн директорĕ Татьяна Геннадьевна Матвеева пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çултанпа фонд ятарлă çар операцие хутшăнакан пирĕн ентешсене пулăшу кÿрессипе ĕçлет. Ку ĕç Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Василий Викторович Шигильдеевăн пуçарăвĕпе пурнăçланать. Асăннă тĕллевпе фондра ятарлă счет уçнă, çак вăхăт тĕлне унта 425 пин тенкĕ укçа куçарса панă.

«Ятарлă çар операцие хутшăнакан салтак-ентешсене пулăшассипе округри хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем активлăх кăтартаççĕ. «Аквапром» тулли мар яваплă общество укçа-тенкĕ сахал мар хывнă. Ахаль çынсем те айккинче юлмаççĕ. Акă, Вăтакас старости Петр Николаевич Петров çак ялта пурăнакансемпе, Пысăк Енккассинчи территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Николаевич Смирнов çак ял тăрăхĕнчи халăхпа пĕр шухăшлă пулса фонд ĕçне хутшăннă. Ыттисем те пирĕн хÿтĕлевçĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Тавах вĕсене пурне те, — тет Татьяна Геннадьевна. — Фондра пухăннă укçа-тенкĕпе хăма, ăшă генераторĕ, квадрокоптерсем туянса ятарлă çар операцие хутшăнакан ентешсем патне ăсатнă. Çавăн пекех фонд укçипе округри доброволецсене — маскировка сеткисем çыхакансене кирлĕ материалпа тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ пуçтарасси малалла пырать. Ырă ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансем унта хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ».

Ирина ДАНИЛОВА

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика