IMG 4007Раççей Президенчĕн суйла­вĕ çывхарать. Çавна май суйлав комиссийĕсен председателĕсен яваплăхĕ те кунран-кун ÿссе пырать. Ку яваплă должноçре ăслă-тăнлă, пур çĕнĕлĕхе те тÿрех ăша хывса çынсене ăнлантарма пĕлекенсем кăна ĕçлейреççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл Чупайĕнчи 1532 номерлĕ суйлав комисси­йĕн председателĕ Нина Витальевна Семенова. Суйлав комиссийĕн председателĕнче 2011 çултанпа тăрăшса ĕçлет вăл. Тĕп должноçĕ те яваплă унăн — Чупайĕнчи территори пайĕн ертсе пыракан специа­лист-эксперчĕ. Нина Витальевна Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕн­че электротехника факультетĕнчен инженер-электрике вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт хушши тĕп хулара «Чувашкабель» заводра инженер-технолог пулса ĕçленĕ. 2004 çултан вара тă­ван ялти клуб директорĕнче тăрăшнă. 2007 çултан Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп специалист пулса тăнă.

«Раççей Президенчĕн çыв­харса çитекен суйлавĕ пирки халăха ăнлантаратпăр. Чупайĕнче пропискăра мар пулсан та «Мобильлĕ суйлавçă» механизмпа усă курса пирĕн суйлав учас­токĕнче сасăлас текенсем пур. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă заявленисем параççĕ. Шупашкарта пурăнакансем те çак мелпе сасăлас тенине пĕл­тереççĕ. Çамрăксем ытларах электронлă майпа, аслăрах ÿсĕмрисем вара килĕшекен кандидатшăн суйлав участокне килсе, алла хут бюллетень тытса, ăна урнăна ярса сасăласшăн. Чупайсем суйлава халичченхи пекех тивĕçлĕ шайра хутшăнасса шанатпăр», - пĕл­терет Нина Витальевна. Пĕтĕм­пе Чупайĕнчи суйлав учас­токĕпе 508 çын сасăламалла, вĕсенчен 130 яхăн çын суйлава çĕнĕ йышши мелпе — дистанциллĕ электронлă сасăлавпа — хутшăнма хатĕрленет.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика