«Регионсен руководителĕсене, ĕçтешсене регионти брендсене аталантарма чĕнсе калатăп. Çакă рынока палăрмаллах тĕрлĕ енлĕ улăштарĕ, интереслĕрех, потребительшĕн илĕртÿллĕрех туса хурĕ. Пирĕн регионсенче мĕнпе мухтанмалли пурах. Кашни регионта вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли, харпăр хă­йĕн брендне мала ямалли программа пулмалла», - тенĕ Раççей Президенчĕ В.Путин 2023 çула пĕтĕмлетнĕ май.
«Вак тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чă­ваш Рес­публикинче «Предпринимательлĕх ĕçне аталантармалли условисене лайăхлатасси» регион проекчĕ пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмар муниципаллă округĕнче «Чă­ваш Рес­публикинчи Вăрмар районĕнчи вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен аталанăвĕ», «Потребительство рынокне тата потребительсен прависене хÿтĕлес тытăмне ла­йăхлатасси» программăсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕ тĕлне Вăрмар райо­нĕн­че 649 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ регистрациленнĕ, çак шутра 553-шĕ — уйрăм çын предпринимательсем. Самозанятăйсен шучĕ — 1014 çын, 2022 çулта — 914 пулнă.
Вак предпринимательлĕх субъекчĕсем производство базине çĕнетеççĕ, çĕнĕ суту-илÿ вырăнĕсем ĕçлеттерсе яраççĕ, потребительство рынокне анлăлатаççĕ. Экономика секторĕ ра­йонти предприятисемпе организацисем хывакан инвестицисен калăпăшĕнчен тÿрремĕнех килет. 2023 çулта тĕп капитала хывнă инвестицисен виçи 179,0 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Çак шутра: «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче сенаж ямипе тислĕк хумалли вырăна реконструкциленĕ /проект хакĕ 14,2 миллион тенкĕ\; сыр производстви валли помещение тĕпрен юсанă /проект хакĕ 4,2 миллион тенкĕ\; сăмала туса кăларакан завода реконструкциленĕ, кунта склад туса лартнă /проект хакĕ 10 миллион тенкĕ\; «Аквапром» тулли мар яваплă обществăри цех строительстви /проект хакĕ 15 миллион тенкĕ\; «Зеленая Долина» сĕт-çу завочĕн тĕп юсавĕ /проект хакĕ 8 миллион тенкĕ\.
2023 çулта потребительство рынокĕнче «КООПМАРКЕТ» лавкка уçăлнă, 17 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
«Тавар шанчăклăн сутăнни — вăл е ку продукци туса кăларассине инвестицисем хывмалли никĕс. Хальхи вăхăтра потреблени кирлĕлĕхне йĕркелемелли уйрăмлăхсене шута илсе, Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин интересленекен енсемпе пĕрле таварсене Раççейри рыноксене тата унăн тулашĕнчисене те шанчăклăн вырнаçтарма продукцин тĕрлĕ тĕсĕсен агрегаторĕсене туса хумалли мероприятисен пĕтĕм комплексне пурнăçламалла», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев кăçал Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
2023 çулта Вăрмар округĕнчи вак тата вăтам предпринимательлĕхри 41 субъекта патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ. ЧР Гаранти фончĕ урлă 6 предприниматель поручительство мелĕпе 31,2 миллион тенкĕлĕх финанс пулăшăвне, çавăн пекех 3 предприяти 12,5 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх займне илнĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчи вак тата вăтам предпринимательлĕхри 32 субъект 59,2 миллион тенкĕлĕх субсидие тивĕçнĕ. 6 фермер çĕрпе усă курнăшăн аренда хакне çăмăллăхлă ставкăпа тÿленĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика