demografi«Демографи» наци проекчĕ шутне 5 федераллă проект кĕрет. Вĕсенчен пĕри вăл «Аслă ăру çыннисем» проект.

Унпа килĕшÿллĕн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрта мобильлĕ бригада ĕçне йĕркеленĕ. 65 çула çитнĕ е аслăрах ÿсĕмри граждансене медицина учрежденине диспансеризаци тухма специалистсем ятарлă транспортпа илсе çитереççĕ. Ялта пурăнакансене çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн илсе çÿреççĕ. Ятарлă транспорта подъемникпе тивĕçтернĕрен кунта кÿмепе çÿрекен инвалидсем валли те вырăнсем йĕркеленĕ. «Епле кăмăллă пире, ватăсене, инвалидсене, сывлăх хавшанине пула начар çÿрекенсене, манса кайманни. Автомашинăпа тухтăрсем патне поликлиникăна кайса тĕрĕсленме пултарни питĕ меллĕ пирĕншĕн. Тавах сире!» - пĕлтернĕ хăйĕн шухăш-кăмăлне Алексей Миронович /ÿкерчĕк çинче\. Сыв­лăхĕ япăхланнине пула килте пĕччен пурăнайми пулса çитнĕ вăл, çавăнпа та ваттисен çурт­не пурăнма куçнă.

«Демографи» наци проекчĕн тепĕр тĕрлĕ программи ку вăл «Ĕçпе тивĕçтересси» регионти проект. Унпа усă курса 2023 çулта Вăрмар округĕнчи 15 çын вĕренсе хушма пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен пĕри – Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕнче медицина сестринче нумай çул тăрăшакан Наталия Сидорова. Иртнĕ çул вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Нутрициологи никĕсĕсем: тĕрĕс апатлану» специальноçпе хушма пĕлÿ илме шутланă. «Пĕрремĕш кунсенченех мана вĕренме килĕшрĕ, актуаллă, кăсăклă темăсем. Паянхи кун пирĕн сывлăх тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çак пĕлÿсем пациентсене пулăшу кÿрекен пур медицина ĕçченне те кирлĕ тесе шутлатăп», - каласа парать Наталия Сидорова.

«Эпир пулăшнипе Татьяна Редькова медицина сестри «Сестринское дело в хирургии» программăпа вĕренме Шупашкарти медицина колледжне заявка панă пулнă. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарта палата медсестри пулса ĕçлет. Ирина Дмитриева И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн­че «Физкультура воспитанийĕпе спорт хăнăхтарăвне лайăхлатмалли паянхи йышши методикăсем» ятпа иртнĕ курссене вĕренсе пĕтернĕ, А.Ф.Фе­доров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче физкультура инструкторĕ пулса ĕçлет», - каласа парать Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн карьера консультанчĕ Людмила Мишина.

Вĕренÿ тÿлевсĕр, тĕрлĕ прог­раммăсемпе иртет. Хушма пĕлÿ илекенсем занятисен графикĕ меллĕ, вĕрентÿ материалĕсем ăнланмалла, преподавательсем лайăх пулнине палăртаççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика