IvrNgNXDv98«Большая перемена» — çамрăксене аталанма май паракан Пĕтĕм Раççейри чи пысăк масштаблă конкурс. Çак конкурса хутшăнса пирĕн районти Кĕлкеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Сидорова 1 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейре вĕренекен маттур хĕрпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

— Галина, каласа пар-ха пире, епле эсĕ çакăн пек пысăк çитĕнÿ тума пултарни çинчен?

— «Большая перемена» конкурсри çул-йĕр 3 çул каяллах пуçланнă манăн. Конкурсăн регионти командине йĕркелесен эпĕ унăн йышне кĕтĕм. Коронавирус чирне пула килсе тухнă чăрмавсене кура пĕрле пуçтарăнма йывăртарахчĕ. Çавăнпа та конкурс мĕн тути каланине эпĕ унта хутшăнма пуçласан кăна туйса илтĕм. 2021 çулта 3 миллион ачаран 6000 конкурсант йышне кĕрсе конкурсăн çурма финалне тухрăм. Шел пулин те, ун чухне финала тухаймарăм, анчах та çав тери «финалист» статуса илес килетчĕ. Çавăнпа та çулталăк тăршшĕпех хама аталантарассипе çине тăрса ĕçлерĕм, хамăн йăнăшсене тишкертĕм, çĕнтерÿçĕсемпе нумай калаçрăм. Çакă мана финалист пулма кăна мар, çĕршыври ТОП-300 йышне кĕрсе 2022 çулхи çĕнтерÿçĕ пулса 200 пин тенкĕ çĕнсе илме те пулăшрĕ. Унсăр пуçне «Большая перемена» конкурса регион шайĕнче аталантарассипе Чăваш Республикин командин координаторĕ те пулса тăтăм.

2023 çулта çĕнтерÿçĕсен йышне икĕ хутчен чакарчĕç, çакă мана татах та тăрăшуллăрах пулма хистерĕ. Ку хутĕнче тĕп парне — пĕр миллион тенкĕ пулассине пĕлсен стимул уйрăмах пысăкланчĕ. Лайăх кăтартусемпе палăрса, хамăн опытпа усă курса пысăк баллсем пухса финалист ятне илтĕм. Конкурс финалĕнче йывăрлăхсем те пулчĕç, мĕншĕн тесен команда йышĕнче йăлтах пысăк баллă, пысăк тĕллевлĕ çамрăксем. Апла пулин те пурте йывăрлăхсене парăнтартăмăр. Эпĕ çĕнтерÿçĕ кăна мар, хамăн направленипе чи пысăк балл пухнă участник пулса тăтăм, конкурса хутшăннă 5 миллион çынран тăракан рейтингра 3-мĕш вырăн йышăнтăм.

Чи малтанах мана хам вĕреннĕ тăван шкул — Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пулăшса пычĕ. Мана вĕрентнĕ, хавхалантарнă педагогсене пысăк тав. Тавах манăн наставнике — Валентина Михайловна Филипповăна конкурсăн пур тапхăрĕсенче те пулăшса пынăшăн. Манăн çывăх çынсен, тăвансен тÿпи те пысăк. Сирĕнсĕр пуринсĕр те çак конкурсра çĕнтерсе 17 çулта миллионер пуласси пулмĕччĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика