sergeevaÇак кунсенче Чăваш Енри талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче экологи предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ иртнĕ.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Дарья Сергеева унта хутшăнса призер пулса тăнă. Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Теори пайĕнче участниксем экологи вĕрентÿ предмечĕпе çыхăннă заданисене çырса пурнăçланă, практика пайĕнче Дарья ытти участниксем пекех хăйĕн проектне хÿтĕленĕ, экспертсем ăна хакланă. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 11-мĕш класра вĕренекен Дарья Сергеева призер пулса тăнă. Унăн наставникĕ Татьяна Рудольфовна Табакова. Çитĕнÿ ячĕпе вĕсене пурте саламлаççĕ, малашне те ăнăçусем тума сунаççĕ.

Çавăн пекех январь уйăхĕнче Дарья Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев обществăлла пĕрлешÿсен тата студентсен канашĕсен лидерĕсемпе ирттернĕ уçă диалога та хутшăннă пулнă. Çак мероприятире пултаруллă çамрăксемпе студентсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсене панă /ÿкерчĕк çинче\. Стипендиатсен шутĕнче Даша та пулнă. Çамрăка саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсен çулĕпе çирĕппĕн утма, çĕнĕ стимул тупса палăртнă ĕмĕтсене пурнăçлама сунатпăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика