FAP«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе Вăрмар ра­йон больницин поликлиникине 81,8 миллион тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. Паянхи кун Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем медицина пулăшăвĕ илме çĕнетнĕ поликлиникăна килеççĕ. Модернизаци хыççăн вăл чылай улшăнса çĕнелнĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн поликлиникăна çĕнĕ йышши диагностика аппаратурипе тивĕçтернĕ, эндоскопи кабинетне çĕнетнĕ. Хĕрарăмсен кăкăрне тĕрĕслемелли маммографи кабинетĕнче çĕнĕ маммограф ĕçлет. Кашни çулах районти ФАПсене электрокардиографсемпе дефибрилляторсем, поликлиникăна автомашинăсем кÿрсе килеççĕ. Иртнĕ çул пирĕн районта Хĕрлĕçыр, Тупах, Саруй, Арапуç, Энĕшпуç ялĕсенче çĕнĕ медицина объекчĕсем хăпартса лартнă.

Пирĕн районти Анаткас ялĕнче 2018 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартса лартнă. Паянхи кун вăл 3 ял халăхне — Анаткас, Ямпай, Çитмĕш ялĕсенче пурăнакансене, пĕтĕмпе 564 çынна — пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿрессипе ĕçлет. ФАП заведующийĕнче пысăк опытлă медицина ĕçченĕ Ираида Ивановна Игнатьева вăй хурать. Ираида Ивановна Зеленодольск хулинчи медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ, ун хыççăн 1979 çултан пуçласа Вăрмар район больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче ĕçленĕ. 1985 çултанпа вара хăй качча килсе тĕпленнĕ Анаткас ялĕнче фельдшерта тăрăшма пуçланă, паянхи кун вара халăха çĕнĕ ФАПра йышăнать. Вăтамран кварталта пĕр хутчен ялти ФАПа Вăрмарти тĕп больницăран участковăй терапевт, медицина сестрисем çынсен сывлăхне тĕрĕслеме килсе çÿреççĕ. Унсăр пуçне кулленех ял халăхĕ юн пусăмне виçтерме, укол тутарма, электрокардиограмма тĕрĕслевĕ витĕр тухма килет. Çавăн пекех кунта çынсенчен тĕрлĕ анализсене те илеççĕ. Ираида Ивановна шкул ачисемпе, ватăсемпе тăтăшах усăллă калаçусем ирттерет. Çамрăксене пирус туртнин, токсикомани сиенĕ, СПИД, ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсем пирки каласа ăнлантарать. Аслă ÿсĕмрисене ытларах — сывă пурнăç йĕркине, диетăна пăхăнмаллине, тĕрĕс апатлану пирки, онкологи чирĕсенчен сыхланмаллине тата ыттине те. Анаткас­ран тÿрех Ямпай ялне каякан çула юртан хырса тасатманнишĕн пăшăрханаççĕ ямпайсем. Анаткаса медицина пулăшăвĕ илме ФАПа килме меллĕ мар вĕсене. Ираида Ивановна ямпайсем патне çитсе килмелле пулсан сунара çÿремелли пысăк йĕлтĕр çине тăрса çула тухать кÿршĕ яла. Анчах та йĕлтĕрпе те çăмăлах мар, юр путарать. Тин çуралнă ачасем, ватăсем, вырăнпа выртакансем патне кайсах çÿремелле ФАП заведующийĕн. 2023 çулта Анаткас, Ямпай, Çитмĕш ялĕсенче 6 ача çуралнă, тĕлĕнмелле те — 6-шĕ те хĕрачасем.

Енчен те ватăсене район больницине флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр, диспансеризаци тухма илсе каймалла пулсан ятарлă автомашина чĕнсе илеççĕ, медицина пулăшăвĕ илме пĕрле илсе кайса килеççĕ. Çакă йăлтах «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе пулса пырать. Ираида Ивановнăпа çума-çумăн Роза Валериановна Васильева тирпей-илем кĕртекен тăрăшса ĕçлет. Вăл фельдшер заведующийĕн сылтăм алли вырăнĕнчех кулленхи ĕçре. Анаткас тата кÿршĕ ялсенчи лару-тăрăва пĕлсех тăраççĕ вĕсем, пулăшу кирлĕ пулсан часрах çула тухаççĕ, васкавлă пулăшу машини чĕнсе илеççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика