photo 2024 02 19 13 10 56Çĕршывшăн çăмăл мар тапхăр — ятарлă çар операцийĕ — пуçланнăранпа пирĕн паттăр хÿтĕлевçĕсене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕç кунсерен вăй илсе пырать.

Вăрмар округĕнче пурăнакансем те ятарлă çар операцие хутшăнакан пирĕн ентешсене пулăшас тĕллевпе пĕр чăмăра пухăннă. Маскировка сеткисем çыхса, окоп çуртисем хатĕр­лесе, апат-çимĕç продукчĕсем, тумтир, ĕç хатĕрĕсем, техника тата кирлĕ ытти япаласем те пуçтарса хĕрÿ вырăна ăсатаççĕ, салтаксене кăштах та пулин çăмăлтарах пултăр тесе вăй хураççĕ.

Пархатарлă ĕçе ырă кăмăлне кура пурнăçлакан активистсен тăрăшулăхне палăртса вĕсене хăйсене те час-часах тĕрлĕ наградăсемпе чыслаççĕ. Акă, Аслă Чак ялĕнче пурăнакан Алик Валерьевич Григорьев ятарлă çар операцие хутшăнакан ентешĕмĕрсене пулăшу кÿнĕшĕн — хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле «Нива» тата УАЗ автомашинăсене тĕпрен юсаса Херсон облаçĕнче тинĕс пехотинче çапăçакан ентешĕмĕрсем патне çитернĕшĕн — çак кунсенче ятарлă тĕллевлĕ тинĕс пехотин командованийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Ăна вăл Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Василий Викторович Шигильдеевăн аллинчен илнĕ.

Алик Григорьев Вăрмар поселокĕнче автосервис тытать. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах пирĕн хÿтĕлевçĕсене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Хăй те икĕ хутчен Украинăна çитсе килсе салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ. «Паллах, пĕччен мар, юлташсемпе пĕрле ĕçлетпĕр, халăха явăçтаратпăр. Сергей Борисов, Иван Борисов, Алексей Иванов тата ыттисем те активлă пулнине палăртас килет», — тет Алик Валерьевич. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă, Хăюлăх орденне тивĕçнĕ Евгений Алексеевич Михайлов кĕçĕн сержант ятне асăнса Аслă Чак ялĕнче купель тăвас ĕçе те хутшăннă вăл. Çулсерен ялта футболла выляссипе ăмăртусем йĕркелесе ирттерет.

Алик Валерьевич мĕн çамрăкран сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, çăмăл атлетикăпа тата бокспа туслă, ачисене те çавнах вĕрентет. Мăшăрĕпе Екатерина Владимировнăпа 4 ывăл ÿстереççĕ вĕсем. Даниил Шупашкарта колледжра, Егор олимп резервĕн училищинче вĕренеççĕ. Артемпа Антон ашшĕ-амăшĕ çумĕнче-ха. Пурте вĕсем самбо, бокс енĕпе маттур, тĕрлĕ шайри ăмăртусен çĕнтерÿçисем.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика