Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ: «Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулни регионта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, асра юлакан пулăм. ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ирттернĕ канашлура Владимир Владимирович Çĕрпÿри Культура аталанăвĕн центрĕ пирки ырласа каланă. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче хăпартса лартнăскерĕнче ташă залĕ те, библиокафе те, компьютер класĕ те, живопиçе вĕренмелли класс та пур. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинче наци проекчĕсем активлă пурнăçланнине палăртнă. 2020 çултан пуçласа наци проекчĕсен шайĕнче пурĕ 15,7 млрд тенкĕлĕх 140 объект хăпартса хута янă. Культура сферине илес пулсан, 2021-2023 çулсенче 23 çĕнĕ объект тунă тата 102 объекта тĕпрен юсанă. Пирĕн Вăрмар округĕнче те тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланнă. Ямпай ялĕнче, акă, 2023 çулта «Культура» наци проекчĕ шайĕнче 49 вырăнлă модульлĕ çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Çавăн пекех Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлă культура çуртне хăпартасшăн. Хальхи вăхăтра проектпа тишкерÿ ĕçĕсене пурнăçланă. Çапла куратпăр ĕнтĕ, çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2019 çултанпа пурнăçланакан наци поекчĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика