Надежда ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ:

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче Чăваш Республикинче пулса регион Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Чăваш Енĕн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хушшинче унта вĕрентÿ сферине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Канашлура палăртнă тăрăх, Чăваш Республики вĕрентÿ пахалăхĕ енĕпе çĕршыври чи лайăх 10 регион хушшине кĕрет. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче 2021-2023 çулсенче республикăра 13 вĕрентÿ объекчĕ хăпартнă, 145 объекта тĕпрен юсанă.

Вăрмар муниципаллă округĕ пирки калас пулсан, 2023 çулта пирĕн вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен 20,0 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Чулкасри вăтам шкулăн территорине хăтлăлатнă, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн спортзалне тĕпрен юсанă, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта терроризмла пулăмсенчен хÿтĕленессине тивĕçтерме ĕçсем пыраççĕ.

Канашлура «Асам», «МедиаВзлет» фестивальсем пирки те сăмах хускатнă. Унта вăрмарсем те активлă хутшăннине палăртмалла. Шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕнче Чулкас шкулĕ çумĕнчи шкул театрĕ Вăрмар округĕн чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ. Ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» фестивалĕнче те пирĕн çамрăк журналистсем пултарулăхĕпе палăрнă».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика