Сергей АРХИПОВ, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ: «Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинче те, физкультурăпа спорт аталанăвне яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин çак кунсенче Чăваш Енре пулнă чухне ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн регион спортзалсен капиталлă юсавĕн программинче кăна мар, вĕсене модернизацилес программăна та хутшăннине каланă. Регионта самбо спорчĕ активлă аталаннине те палăртнă. Вăрмарти спорт шкулнех илер. Кунта капиталлă юсав ирттернĕ хыççăн спортпа тата физкультурăпа туслă пулма пĕтĕм условисем пур. Самбо спорчĕ те мĕнлерех аталаннă пирĕн округра! Пултаруллă тренерсен воспитанникĕсем республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче çитĕнÿсем тăваççĕ. Мăнаçланатпăр вĕсемпе».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика