FAPСарă тĕслĕ, тĕттĕм хĕрлĕ çивиттиллĕ аякранах курăнса ларакан илемлĕ çуртлă ялсен шучĕ районта юлашки вăхăтра çулран çул ÿссе пырать. Пĕр евĕрлĕ каркаспа тунăскерсем кашни ялтах пĕрешкел вĕсем. Пурне те «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе усă курса туса лартнă, çак проектпах пурне те халăха пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿмелли, тĕрĕслемелли çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Ялти ФАПсенче ĕçлекенсем паянхи кун ылтăнпа танах халăхшăн. Медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан вĕсемсĕр нимĕнле те май çук.

Раççей Президенчĕ В.Путин Чă­ваш Республикинчи Çĕрпÿ муниципаллă округĕн Рынкă ялĕнчи ФАПра пулса курнă хыççăн хăйĕн шухăшне палăрт­нă: «Федераци бюджетĕнчен çакăн йышши проект­сене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ «хура шăтăка» çухалманни, чăннипех те проектсене пурнăçа кĕртме кайни питĕ кăмăллă. Пысăк мар, сăпайлă, пĕчĕк здани, анчах та вăл çынсен пурнăçне пахалăхлăн улăштарать — кунта ĕçлекенсенне те, ФАП пулăшăвĕпе усă куракансенне те».

Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче 2015 çултанпа Алевтина Ивановна Линга ĕçлет. 1989 çулта Кироври медицина училищинчен медицина сестрине вĕренсе тухнă хыççăн Алевтина Ивановна Вăрмарти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче медсестра пулса вăй хунă. Аслă Чак ялĕнче çуралса ÿснĕскер Чупай ялĕнчи С.Лингапа çемье çавăрнă. Ĕçе кулленех Çĕнĕ Мăнтăр ялне çÿреме тивет унăн. Сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ Алевтина Ивановна. Ытти ФАПсенчи пекех кунта халăха диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, çавăн пекех электрокардиограмма тăваççĕ, юн илеççĕ, куç тĕрĕс­леççĕ тата ытти те. Пĕтĕмпе Çĕнĕ Мăнтăр тата Кивĕ Мăнтăр ялĕсенче пурăнакан 394 çынна пăхса тăмалла. Маммографипе флюорографи тĕ­рĕслевĕсене тухма кăна ра­йон поликлиникине каймалла, çак тĕл­лев­пе ватăсене валли автотранспорт уйăрса параççĕ. Кивĕ Мăнтăр ял халăхне диспансеризаци тĕрĕслевне ФАП çук ялсенче усă куракан ятарлă мобильлĕ автобус çинче кăлараççĕ. Çавăн пекех вырăн çинче выртакансем патне тухтăрпа пĕрле килĕсене çитсе тĕрĕслеççĕ. Диспансеризацисĕр пуçне ытти чухне те медицина ĕçченĕ килтен тухайманнисем патне çитсе килет. Алевтина Ивановнăпа пĕрле 2017 çултанпа Алена Владимировна Павлова тирпей-илем кĕртекен çур ставкăпа ĕçлет. Кулленхи ĕçсенче вăл ФАП заведующине пур енлĕн пулăшса пырать.

«Ялта лавкка хупăнса ларчĕ, анчах та ФАП хупăнса ларсан ниепле те пурăнаймастпăр. Укола çÿремелле, сипленмелле, тĕрĕс­ленмелле, Алевтина Ивановнăна хамăр ялта ĕçлеме пăрахтармастпăрах», – тет операци хыççăн ФАПа медицина пулăшăвĕ илме килнĕ Нина Илларионовна Кириллова пенсионерка. Чĕрине тĕрĕслеттерме килнĕ Артемь­ев Анатолий Николаевич та унпа килĕшсе çакнах палăртать /ÿкерчĕк çинче\.

Нумаях пулмасть Алевтина Ивановна Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалĕнчен кашни 5 çулта пĕр хутчен квалификаци ÿстермелли курссене вĕренсе «Сес­тринское дело» сертификата илнĕ. Апла пулсан ĕçлемелле те ĕçлемелле унăн халăхшăн, çынсене усă кÿрессишĕн.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика