Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр КРАСНОВ:

«Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕ çав тери содержаниллĕ пулчĕ. Çĕршыври лару-тăрăва хакласа малашнехи задачăсене кăна мар, стратегиллĕ тĕллевсене те палăртрĕ Владимир Путин. Усал Анăç пирĕн нумай нациллĕ, пĕрлĕхлĕ халăха çапса хуçайманнине шантарсах каларĕ вăл. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, пурăнас кун-çулне вăрăмлатас енĕпе чылай çĕнĕ программăсем ĕçлеттерсе ярассине пĕлтерчĕ. Çав шутра 2025 çултан пуçласа «Земство учителĕ», «Земство тухтăрĕ» программа евĕр «Земствăри культура ĕçченĕ» программа пуласси пирки пĕлтерни хавхалантарчĕ, мĕншĕн тесен культура сферинче те кадрсем çитсе пыманни палăрать. Çавăн пекех 2030 çул тĕлне ĕçлекенсен чи пĕчĕк ĕç укçине 35 пин тенкĕне çитересси пирки те пĕлтерчĕ Раççей Президенчĕ. Çывăх вăхăтра Раççейре тĕрлĕ енлĕ çĕнĕ наци проекчĕсем хута ярасси пирки те каларĕ. Федераци Пухăвне янă Çырура пур сферăри актуаллă ыйтусене те хускатрĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса пĕлтерчĕ Владимир Владимирович».

 

РФ Социаллă Фончĕн ЧР Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна ВАСИЛЬЕВА:

«Пурте пĕлетпĕр Раççей хальхи вăхăтра хăйĕн мĕнпур вăйне йывăр тапхăра парăнтарассишĕн тăрăшать. Раççей Президенчĕ В.Путин хăйĕн Çырăвне те шăпах çак темăран пуçларĕ. Ятарлă çар операцийĕнче çĕнтерĕве çывхартма пулăшакансене пурне те тав турĕ. Нумай нациллĕ çĕршыв пĕрлĕхре пулса хăйĕн суверенитетне упраса хăварасса шантарса каларĕ. Кăçалхи Çыру нихăçанхинчен те туллирех те пуянрах пулчĕ тесе шутлатăп. Владимир Владимирович çывăх вăхăтра çĕнĕ наци проекчĕсем ĕçлеттерсе ярасси пирки пĕлтерчĕ. Ачаллă çемьесен пурнăç пахалăхне лайăхлатас, ача çуратаслăхне ÿстерес енĕпе тăрăшса ĕçлессипе «Çемье» наци проекчĕ хута кайĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатас тĕллевпе «Вăрăм тата активлă пурнăç» нацпроект пулĕ. Хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакансен вăтам пурнăç тăршшĕ 73 çултан иртнĕ. 2030 çул тĕлне ку кăтартăва 78 çула çитермелле, каярах вара 80 çул таранччен тесе пĕлтерчĕ Президент. Çавăн пекех «Раççей çамрăкĕсем», «Кадрсем» çĕнĕ наци проекчĕсем пурнăçа кĕресси çинчен пĕлтерчĕ Владимир Путин. Вĕсем пирĕн, пирĕн ачасен пурнăçĕнче витĕмлĕ пуласса эпир шансах тăратпăр».

 

Ирина Васильевна ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ:

«Раççей Президенчĕ Владимир Путин шкулта ĕçлекен класс руководителĕсене уйăхсерен 10 пин тенкĕлĕх тÿлевсем хушса парасси пирки пĕлтерчĕ. Класс руководителĕсен ĕçне çакăн пек форматпа хаклани ку, паллах, питĕ аван. Шăпах класс ертÿçисем ачасемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе те ирĕн-каçăн воспитани ĕçне кÿленсе ĕçлекен педагогсем. Шкул ачисемшĕн класс ертÿçи шкулта анне вырăнĕнчех:пур япалана та пĕрле тÿссе ирттереççĕ, йăнăшсемпе çĕнтерÿсене те пĕрле пайлаççĕ, тĕрĕс сĕнÿ-канаш параççĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика