Раççей Президенчĕн суйлавĕн кунĕсенче — мартăн 15-17-мĕшĕсенче — Чăваш Республикинче пурăнакансем хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ объектсемшĕн сасăлама пултарĕç.

Сасăлав çулсеренех Раççей Президенчĕ В.Путин пуçарнă «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçал сасăлава 5 хулари тата 20 муниципаллă округри 55 объекта хутшăнма тăратнă. Ку çĕнĕ парксем, скверсем, çул урлă каçмалли вырăнсем, ача-пăча тата спорт площадкисем. «Сирĕн сасăртан эсир пурăнакан хулара е округра çитес çул хăш территорие хăтлăх кĕртесси килет», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем тă­ватă объект­ран пĕриншĕн сасăлама пултараççĕ. Вăрмар округĕнчи сасăлава тăратнă объектсем: Ленин урамĕнчи сквер /интернационалист-салтаксене тата Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе лартнă асăну палăкĕсен территорийĕ\, Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнчи парк, Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи лаптăк, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсене асăнса ларт­нă Мăнçырма ялĕнчи аллея. Вĕсенчен чи нумай сасă пухакан территорие 2025 çулта хăтлăлатĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика