Çĕр ĕçченĕсене хисеплесе çулсеренех ирттерекен Вăрмар Акатуйĕнче малти ретре утакан районăн хисеплĕ çыннисен речĕ тепĕр çынпа пуянланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе Нинель Петровна Дмитриевăна «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă.
Тивĕçлĕ йышăнăва шăпах та районти культура çуртĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн 2023 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе, 2024 çулхи задачисене палăртассипе февраль уйăхĕнче иртнĕ ларура пурнăçларĕç. Нинель Петровнăна Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов саламларĕç, хĕрлĕ хăйăва савăнăçлă лару-тăрура çыхса ячĕç, «Почетный гражданин Урмарского района» паллăпа, чечек çыххипе чысларĕç. Нинель Петровна тав туса сăмах каларĕ: «Çак хисеплĕ ята пани маншăн питĕ пысăк чыс та, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та. Район депутачĕсен корпусне маншăн пĕр саслă пулнăшăн тав тăватăп».
Нинель Петровна Дмитриева Свердловск облаçĕнчи Туринск хулинче çуралнă. Нинель Петровна çур çулта чухне унăн ашшĕ çĕре кĕнĕ. Тăватă ачапа тăрса юлнă амăшĕ тăван тăрăхне, Красноармейски районне, куçса килнĕ. Мĕн ачаранах колхозра ĕçлесе ÿснĕ, çавăнпах ĕнтĕ агроном профессине килĕштернĕ. Шкултан вĕренсе тухсанах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра хăмла çитĕнтерессипе производство опытне пухма Вăрмар районне яраççĕ çамрăк хĕре. Çапла Нинель Петровнăна Чулкас ялĕнчи «Россия» хуçалăх кĕтсе илет. Шăпах та çак хуçалăхра практикăра чухне вăл пулас мăшăрĕпе Николай Александровичпа паллашать. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн комсомолла туй кĕрлеттерсе çемье çавăраççĕ. Çамрăксене яла хăварассишĕн тăрăшса совхоз ертÿлĕхĕ Николай Александровича ял канашĕн председательне, Нинель Петровнăна совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕн агрономне лартнă. Унтан Çĕнĕ Мăнтăр тата Кивĕ Мăнтăр ялĕсенче агрономра ĕçлеме пуçланă. Икĕ çултан Нинель Петровнăна совхозăн тĕп агрономне лартаççĕ. Çав вăхăтра районĕпе 859 гектар хăмла пулнă. Пĕр гектартан 17-шер центнер типĕ хăмла илнине, вăл хуçалăха лайăх тупăш панине аса илет Нинель Петровна. Совхозра 4-5 пин сысна, 1500-1600 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Вĕсене йăлтах хуçалăхра туса илнĕ тырăпа, утă-улăмпа çитĕнтернĕ. Йывăрлăхĕсем те чылай пулнă. 1978 çул питĕ йĕпе пулнăран комбайнсем тырă вырма ана çине кĕреймен. Тырри вăйлă пулнă. Çанталăк шăнтасса кĕтме тивнĕ, ноябрь уйăхĕнче пурпĕрех совхоз ĕçченĕсем тырра вырса кĕртнĕ. Нинель Петровна ĕçченлĕхĕпе, яваплăхĕпе палăрса тăнă. Часах ăна района ертсе пыракансем те асăрхаççĕ.1982 çулта КПСС райкомĕн секретарьне суйлаççĕ.
1984 çулта вăл Вăрмарти райисполком председателĕнче ĕçлеме тытăнать. Каярахпа райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕнче тăрăшать. Должноçĕсем тĕрлĕрен пулсан та вăл нихăçан та умри тĕллевсенчен пăрăнман, çул-йĕр тăвас, çурт-йĕр хăпартас тата ытти тĕрлĕрен ыйтусене те татса панă çĕре хутшăнать.
1995 çулта ăна «Урмарытопсбыт» ертÿçине лартнă. Унти базăна çĕнĕрен тутарнă вăл, асфальт сартарнă тата ыттине те çĕнетнĕ. 16 çул тăрăшнă кунта.
1985-1990 çулсенче вăл ЧР Аслă Канашĕн 11 созывĕн депутачĕ пулнă. Çак вăхăтра çынсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн пĕтĕм вăйне хунă.
1992 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Нинель Петровна. 2001 çулта ЧР Президенчĕн Тав çырăвне илнĕ. Нумай-нумай Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем унăн.
Нинель Петровнăпа Николай Александрович ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Андрейпе Алена иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ, хулара пурăнаççĕ. Шел пулин те, вун пĕр çул каялла Нинель Петровна мăшăрĕсĕр тăрса юлнă.
Активлă пурнăçпа пурăнать пултаруллă хĕрарăм халĕ те, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, хăйĕн иксĕлми опычĕпе çамрăксене паллаштарать. Паянхи кун вăл Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн Обществăлла палатин комиссийĕн председателĕ, Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн членĕ, АПК ветеранĕсен председателĕн заместителĕ.
Нинель Петровнăна хисеплĕ ят илнĕ ятпа тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламлатпăр!
Эвелина МИХАЙЛОВА