photo 2024 03 06 07 51 53Февралĕн 29-мĕшĕнче тата мартăн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи МТВ-Центрта регионсем хушшинчи «Çĕр улми - 2024» курав иртнĕ. Ăна ЧР Ял хуçалăх министерстви, çĕрулмине тĕпчекен А.Г.Лорх ячĕллĕ федераллă центр тата «Агро-Инновации» ЧР хысна унитарлă предприятийĕ йĕркеленĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче конференци, çавра сĕтелсем иртнĕ. Унта хутшăнакансем çĕр улми çитĕнтерес ĕçри çитĕнÿсемпе тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Унсăр пуçне ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионти фермерсемпе тĕлпулу ирттернĕ, тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май патшалăх пулăшă­вĕсем парас тĕлĕшпе çĕнĕ йышăнусем тунă.

«Перспектива» грантра улшăнусем кĕтеççĕ. Ку вăл регион территорийĕнче кăна пурнăçланакан республика гранчĕ. Асăннă патшалăх пулăшăвĕ 2024 çулта «Çырла ÿстерни», «Таварлăх аквакультура» тата «Сурăх ĕрчетни» енсенче малалла пурнăçланĕ, çав вăхăтрах «Сыр туни» енпе ĕçлеме чарăнĕ те «Агротуризм» тата «Пахчаçимĕç ÿстерни» енсене пырса тивĕ.

Чăваш гранчĕн чи пысăк калăпăшне çапла палăртнă: аквакультура тата агротуризм çине — 10 млн тенкĕ таран, пахчаçимĕç, çырла тата сурăхсем çине — 5 млн таран.

«Агростартап» гранта Чăваш Енре ÿстерме планланă. Хальхи вăхăтра регион Правительствинче «Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан патшалăх пулăшăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртме рес­публика бюджетĕнчен тата 1 млн тенкĕ хушса парас ыйтăва тишкереççĕ. Çапла вара, çак йышăнăва ырласан, кооперативра тăракан тин ĕçе пуçăннă фермерсем 5 млн тенкĕ таран илме пултарĕç, кооперативра тăманнисем — 4 млн таран.

«Çĕр улми – 2024» курава Вăрмар муниципаллă округĕн представителĕсем те — çĕр улми çитĕн­терес енĕпе ĕçлекенсем — хутшăннă. Вĕсен хушшинче Г.Н.Ямуков, О.А.Иванова, В.Н.Яковлев, В.А.Ива­нов, Н.А.Иванов, А.Н.Дмит­риев, А.В.Михайлов, А.О.Михайлов тата ыттисем те пулнă.

Сăмаха май, Вăрмар округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем 2023 çулта çĕр улмине 453 гектар çинчен 9 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтамран 1 гектартан 199 центнер.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Сергей Артамонов, вице-премьер, ЧР ял хуçалăх министрĕ:

«Регионсем хушшинчи «Çĕр улми» курав 16-мĕш хут пулса иртсе кайрĕ. Çак пулăма хутшăнма республикăна çĕршыври 20 регионтан 83 компани килнĕ. Ку вăл, çитĕнÿсене кура, ытахальтен мар. Чă­ваш Ен — 100 гектар çинче çĕр улми çитĕнтерес кăтартусемпе тата кашни аграри гектарне патшалăх пулăшăвĕ кÿрессипе Атăлçи Федераллă округĕнче пĕрремĕш тăрать. Техмодернизацие, уй-хирте усă куракан технологисене регионти патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе тивĕçтернĕрен ĕç ăнăçать. Эпир хамăрăн опытпа ыттисене паллаштарма хатĕр, мĕншĕн тесен продовольстви хăрушсăрлăхĕ — çĕршыври мĕнпур аграри сообществин пĕр­лехи тĕллевĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика