photo 2024 03 07 13 25 10


Мартăн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн йăлана кĕнĕ йĕркепе çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем «Автоледи валли чечексем» Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса руль умĕнчи хĕрарăмсене чечексем парса савăнтараççĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн патшалăхăн автоинспекцийĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем те çулсеренхи пекех асăннă акцирен айккинче юлман. Вĕсем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕсене — çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тимлессине — пурнăçланисĕр пуçне руль умĕнче ларакан этемлĕхĕн черчен пайне çитсе пыракан уяв ячĕпе ăшшăн саламланă. Яланах хальхи пекех илемлĕ, маттур, хастар пулма, çул-йĕр правилисене пăхăнма суннă.

Автоледисем ку вăл вĕсемшĕн ырă кĕтменлĕх пулнине палăртнă, çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсене тав тунă.

photo 2024 03 07 13 00 29

photo 2024 03 07 13 00 24

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика