oroga«Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕн пĕлтерĕшĕ Чăваш Республикишĕн питĕ пысăк. Вăл регионти çулсен пахалăхне ÿстерме, çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарма, автоçулсем çинчи ирĕклĕхе ÿстерме пулăшать.

Чăваш Республикинче «Хă­рушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕн регионти 3 проекчĕ пурнăçланать: «Регионти тата вырăнти çул-йĕр сечĕ», «Çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕн пĕтĕмĕшле тытăмлă мерисем», «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх».

Асăннă наци проекчĕ пурнăçланнипе Чăваш Енри регион пĕлтерĕшлĕ тата Шупашкар агломерацийĕн урамсемпе çул-йĕр сечĕн 100-шер километр автомобиль çулĕсене нормативпа килĕшÿллĕн юсама май килнĕ. Çавăн пекех кĕперсене те çĕнетеççĕ, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ÿстерме мероприятисем пурнăçланаççĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 4 çул хушшинче, 2020 çултан пуçласа, çул-йĕр сечĕсене 431 км ытла юсанă, çулсене 68 км тăршшĕ çутăпа тивĕçтернĕ, автомашинăсен йывăрăшне тата калăпăшне контрольлекен пунктсем — 5, фотовидеофиксаци тăвакан камерăсем — 252 вырнаçтарнă.

Пурнăçланă ĕçсен пахалăхне тата калăпăшне федераци шайĕнче те хакланă. 2023 çулта наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республики «Прогресшăн» номинацинче диплома тивĕçнĕ.

2024 çулта та ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви умĕнче пĕлтерĕшлĕ задачăсем тăраççĕ. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче 60 объект çинче строительствăпа монтаж ĕçĕсем ирттерме планланă. Регионти çул-йĕр сечĕ çинчи тата Шупашкар хула агломерацийĕнчи çулсене 70 километртан кая мар юсаса çĕнетесшĕн. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнче 1,7 млрд ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Вăрмар муниципаллă округĕнче «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче 2020-2023 çулсенче регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсем хушшинчи автомобиль çулĕсене 6,758 км тă­рш­шĕ юсанă тата тĕпрен юсанă. Çавăн пекех çулсене 1,230 км тăршшĕ çутăпа тивĕçтернĕ.

2020 çулта «Аниш» автомобиль çулне 4,476 км тăрш­шĕ юсанă. 2021 çулта «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автомобиль çулĕ çинче çутăпа тивĕçтерессипе, чарăну пункчĕсем вырнаçтарассипе, çуран çынсем валли каçмалли вырăнсем тата тротуарсем йĕркелессипе ĕçсем пуçланнă /1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрсем\.

2022 çулта Вăрмар округĕнчи 2,282 км тăршшĕ автоçулсем çинче юсав ĕçĕсем пынă. «Аниш» автомобиль çулне юсассипе ĕçленĕ. «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автомобиль çулĕ çинче /1,230 км/ çутăпа тивĕçтерессипе, чарăну пункчĕсем вырнаçтарассипе, çуран çынсем валли каçмалли вырăнсем тата тротуарсем йĕркелессипе ĕçсем вĕçленнĕ те çак ĕçсен 3-мĕш тата 4-мĕш тапхăрĕсем пуçланнă. 2023 çулта «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автомобиль çулĕ çинчи асăннă ĕçсем малалла пынă.

Пĕтĕмĕшле 2020-2023 çулсенче Вăрмар округĕнчи çулсене юсама 246 340, 976 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра 2020 çулта — 139 768, 399 пин, 2021 çулта — 6 400, 000 пин, 2022 çулта 34 000, 000 пин, 2023 çулта — 66 180, 577 пин.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика