Нинель Петровна Дмитриева, районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕ:
«Март уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсем — Раççейре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кунсем. Эпир Раççей Федерацийĕн Президентне суйлатпăр. Тăван çĕршывăмăрăн çирĕплĕхĕ тата малашнехи аталанăвĕ çак паллă пулăмпа тачă çыхăннине ăнланса пирĕнтен кашниех суйлава хутшăнса хăйĕн граждан позицине палăртмалла. Ку вăл пирĕн тивĕç, кашнин сасси пĕлтерĕшлĕ.
Эпĕ нумай çул районти ертсе пыракан должноçсенче ĕçленĕ, кашни суйлавах активлă хутшăннă, кăçал та хутшăнăп. Çав кунсем маншăн яланах уяв евĕр. Суйлава хутшăнса эпир патшалăх аталанăвне витĕм кÿретпĕр, çĕршыв пуласлăхне тÿпе хыватпăр. «Манăн сасă ниме те пĕлтермест», — темелле мар, пирĕн малашнехи пурнăç эпир хамăр граждан тивĕçне мĕнле пурнăçланинчен тÿрремĕнех килет. Çавăнпа кашни çынна суйлава хутшăнма чĕнсе калатăп».