Виçĕ куна пыракан Раççей Президенчĕн суйлавĕ пуçланнă май Обществăлла сăнавçăсен Вăрмар муниципаллă округĕнчи штабĕ те хăйĕн тÿрĕ тивĕçне пурнăçлать. Штаб членĕсем ирех тĕл пулса хăйсен ĕç планне, тĕллевсене сÿтсе яврĕç. Обществăлла контроль ĕçне пурнăçлама кам ăçти суйлав участокне тухса çÿресси пирки калаçрĕç. Çак вăхăт тĕлне вĕсем Вăрмар поселокĕнчи 1501 тата 1502 номерлĕ суйлав участокĕсенче пулнă та ĕнтĕ.