Раççей Президенчĕн суйлавĕ — кашниншĕн пысăк пулăм. Уяв тесе каласан та йăнăш пулмасть. Паян, виçĕ куна пыракан суйлавăн пĕрремĕш кунĕнче, Вăрмар поселокĕнче савăнăçлă лару-тăру хуçаланать. Çынсем урамра пĕр-пĕрне курсан: «Уяв ячĕпе!» — тесе саламлаççĕ. Çанталăкĕ те еплерех хĕвеллĕ те ăшă тăрать, поселок центрĕнче патриотла юрăсем шăранаççĕ.
Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокĕ те (вăл районти культура çуртĕнче вырнаçнă) ирхине 8 сехетре хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ. Участокри суйлав комиссийĕн председателĕ Светлана Николаевна Николаева пĕлтернĕ тăрăх, кунта пурĕ 1509 суйлавçăна шута илнĕ.