Суйлава çемийпех пырасси чылайăшĕшĕн ырă йăлана куçнă. Акă, Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокне те мăшăрсем сахал мар пыраççĕ. Вĕсен хушшинче чылай çулланнă çынсем те, çамрăксем те пур.


«Эпир кашни суйлава хутшăнатпăр. Ку вăл пирĕн тивĕç. Çĕршывăн çутă пуласлăхне шанатпăр», — теççĕ Алевтина Витальевнăпа Ефим Михайлович Ефимовсем, иккĕшĕ те Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнче ĕçлекенскерсем.

Ираида Михайловнăпа Владимир Аркадьевич Филипповсем те вĕсен шухăшĕпе килĕшеççĕ. 3 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, халĕ 8 мăнукĕпе савăнаççĕ. «Ачасем, мăнуксем телейлĕ пулччăр, çирĕп патшалăхра пурăнччăр тетпĕр, çавăнпа кашни сасăлава хутшăнатпăр», — теççĕ вĕсем.

Анна Николаевнăпа Владимир Вячеславович Тимофеевсем, çамрăк мăшăр, суйлав участокне ирех килнĕ. «Суйлавăн пĕрремĕш кунĕнчех граждан тивĕçне пурнăçлама килтĕмĕр. Малашлăхра хамăр ачана та суйлавсене пĕрле илсе çÿрĕпĕр, халĕ вăл пĕчĕкрех-ха», — теççĕ вĕсем.

photo 2024 03 15 10 04 25

photo 2024 03 15 10 05 18

photo 2024 03 15 10 05 09

photo 2024 03 15 10 03 14

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика