IMG 5262IMG 5263IMG 5268IMG 5270Чулкасри 1528 номерлĕ суйлав участокĕ яланхиллех ялти Культура çуртĕнче вырнаçнă. Чи яваплă суйлавçăсем сакăр сехет валли кунта килме пуçланăта. Комисси председателĕ Светлана Львовна Уливанова пĕлтернĕ тăрăх, суйлав участокне килсе 425 çыннăн сасăламалла. Хут IMG 5273бюллетеньпе суйлав участокне килсе сасăлама кăмăллакансем Валентина Николаевнăпа Леонид Михайлович Терентьевсем те чи пĕрремĕшсем пулчĕç. Унсăр пуçне дистанциллĕ электронлă сасăлав мелĕпе суйлава 258 çыннăн хутшăнмалла. ДЭГ мелĕпе сасăлас текенсене ялти библиотекăра, территори пайĕн администрацийĕнче, шкулта пулăшаççĕ. Чулкасри суйлав участокĕнче суйлав пĕтĕмĕшле илсен кал-кал, лăпкă, саккун йĕркине пăхăнса иртет.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика