Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Сергей Николаевич Титов — пĕрремĕш хут сасăлакан çамрăк суйлавçă. Вăл тин кăна 18 çул тултарнă. Сергей Николаевич суйлав участокне килсе сасăлама кăмăл тунă. РФ Президенчĕн суйлавне хутшăнни уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Çамрăк суйлавçăна çак паллă пулăмпа саламланă, суйлав символики ÿкернĕ блокнотпа ручка панă.