Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа, çемйисемпе, ачисемпе пĕрле килеççĕ суйлава вăрмарсем. Хăйсен сассисене çĕршывăн пуласлăхĕшĕн тата çирĕп аталанăвĕшĕн параççĕ. Вĕсен хушшинче – Наталья Игоревнăпа Александр Геннадьевич Борисовсем тата вĕсен кĕçĕн ывăлĕ. «Эпир пĕр суйлавран та айккинче юлмастпăр, ялан çемьепе килетпĕр. Ачасем те пĕчĕкренех гражданла яваплăха туйса ÿсчĕр», - теççĕ Борисовсем. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Виталий Николаевич Васильев та суйлав участокне хĕрĕпе пĕрле килнĕ.