Арапуçĕнчи 1503 номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕн иккĕмĕш кунне ăнăçлă ирттерсе ячĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. «Суйлавçăсем хăйсен сассисене пама тулли кăмăлпа килеççĕ. Пĕчченшерĕн килекенсем те пур, йышпа та пыраççĕ», - тет комисси председателĕ Евгений Михайлович Спиридонов. Пĕтĕмĕшле ку участокра 650 çын хут бюллетеньпе сасăламалла, 279 çын ДЭГ меслетне суйланă. Çак вăхăт тĕлне 262 çын ДЭГ меслечĕпе сасăланă.