Эльза Геннадьевна Иванова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Арапуçĕнчи 1503 номерлĕ суйлав участокĕн обществăлла сăнавçи: «Эп 42 çул вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçленĕ, обществознани, экономика, географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те обществăлла пурнăçран айккинче юлас килмест. Сăмахран, ял-йышпа пĕрле маскировка сеткисем çыхма хутшăнатăп. Çуралса ÿснĕ тăван Арапуç ялне юрататăп. Ял пуласлăхĕ çутă пултăр, вăл аталантăр тесе хамăн сассăма паратăп. Эпĕ хам пурнăçра суйлавсем ирттерме пĕрре кăна мар хутшăннă, комисси членĕ пулнă. Хăнăхнă йăлапа хут бюллетеньпех сасăлама шутларăм. Ку меслет маншăн çывăхрах».