Чăваш Республики — «Ĕç тухăçлăхĕ» /«Производительность труда»/ наци проектне пурнăçлама хутшăннă чи пĕрремĕш регионсенчен пĕри. Пирĕн республикăра асăннă наци проекчĕн регион шайĕнчи 2 проекчĕ пурнăçланать: «Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли системăллă мерăсем» тата «Предприятисенче ĕç тухăçлăхне ÿстермелли адреслă пулăшу».
Наци проекчĕн тĕллевĕ — хальхи йышши производство культурине тăвасси, инвестицисемсĕрех ĕç тухăçлăхне тата продукци кăларассине ÿстересси. Чăваш Республикинче çак тĕллеве пурнăçлама Ĕç тухăçлăхĕ сферинчи компетенцисен федераллă центрĕн тата Ĕç тухăçлăхĕ сферинчи компетенцисен республикăри центрĕн эксперчĕсем хутшăнаççĕ.
«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ пурнăçланнипе предприятисем хăйсен тупăшне 68% таран ÿстернĕ. Асăннă программа предприятисенче активлă ĕçе кĕрет, çавна май производство процесĕ эффективлăрах пулса пырать.
Чылай компани производствăри улшăнусен мерине пысăк хак парса çак программăна хутшăнма тытăннă. 2023 çулта кăна проектăн экономика эффективлăхĕ 77 млн тенкĕ таран çитнĕ, 2021 çулхипе танлаштарсан 4,5 хут ытларах.
ЧР Промышленность аталанăвĕн Фончĕ çумĕнчи Компетенцисен регионти центрĕ тата «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ предприятисене шалти процессене улăштарма пулăшаççĕ, ĕçтешĕсене вĕрентме пултаракан специалистсене хатĕрлеççĕ.
«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче республикăри предприятисенче ĕç тухăçлăхĕ енĕпе вăй хуракан шалти тренерсем ĕçе пуçăннă. Чăваш Енри Промышленность аталанăвĕн фончĕ çумĕнчи компетенцисен республикăри центрĕн эксперчĕсем «Релематика» тулли мар яваплă общество валли шалти тренерсен сертификацине ирттернĕ. Асăннă предприяти электротехника шкафĕсем тата терминалсем туса кăларассипе ĕçлет. Компани «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче 2023 çулта ĕçлеме тытăннă та хальхи вăхăтра ĕç процесĕн эффективлăхне ÿстерсе пырать, ĕç вырăнне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те малти вырăна тухнă.
«Смак» фирмăра проект мĕнле пурнăçланни çинче чарăнса тăрар-ха. Çулталăк тăршшĕпе компетенцисен регионти центрĕн эксперчĕсем тортсем кăларас процеса çĕнетме пулăшнă. Вĕсем компани аталанăвне тата производство ÿсĕмне чăрмантаракан сăлтавсене палăртнă. Оборудованине вырăнпа куçарнă, сотрудниксен ĕçне тата ĕç вырăнĕсене йĕркеленĕ хыççăн производство процесĕ те хăвăртланнă, сотрудниксен ĕç тухăçлăхĕ те ÿснĕ. Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара наци проекчĕ сотрудниксен эффективлăхне 94% таран ÿстернĕ.
«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнма çулталăкри тупăшĕ 400 млн тенкĕрен пуçланакан компанисем /экономикăн чĕртаварсăр ĕçлекен отраслĕсене кĕрекеннисем/ хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна производительность.рф платформăра хăвармалла.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ