ВДНХри «Раççей» куравра, 75-мĕш номерлĕ павильонра, Чăваш Республикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин экспозицийĕ малалла ĕçлет. Курав хăнисем регионти компанисемпе предприятисен тĕслĕхĕ çинче пирĕн хăтлă пурнăçа талăкĕпех кам тата мĕнле майпа тивĕçтернине пĕлме пултараççĕ.

Чăваш Республикинчи предприятисен сотрудникĕсем тата мероприятине ертсе пыракансем кăтартнипе тата пулăшнипе куравра интереслĕ япаласемпе тата пулăмсемпе паллашма пулать. Ку вăл — робот-шарсемпе йĕркеленĕ интерактив, хула урамĕн строительстви, «Ăслă çурт» тата ăшă пункчĕпе вентиляци ĕçĕсене йĕркелесе пăхасси, çавăн пекех шыва тасатмалли опытсене хутшăнасси, микроскоппа усă курса микробсене сăнасси, тем пысăкăш дженга.

Экспозици мартăн 24-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика