photo 2024 03 26 14 11 20 2Вăрмар поселокĕнчи халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат пулнă вырăнта /вăл поселокри Ленин урамĕнче вырнаçнă\ пĕрремĕш хутра ЧЕБДОБРО ыркăмăллăх обществин филиалĕ уçăлчĕ. Унччен вăл Вăрмар райпо çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче ĕçленĕ пулнă. Палăртма кăмăллă: çакăн пек филиалсем пирĕн республикăра 10 уçăлнă. Асăннă фондăн тĕп тĕллевĕ — йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшу кÿресси. Сăмахран, çак фонд пушара пула пурăнмалли кил-çуртсăр тăрса юлакансене, йывăр чирлекенсене, социаллă центрсенчи, приютсенчи, опекăпа попечительство органĕсенче учетра тăракан ачасене пулăшать. Ăна пуçарса яраканĕ тата ертсе пыраканĕ Роман Михайлович Родионов. Фондăн тĕп уйрăмĕ Шупашкарта вырнаçнă.

ЧЕБДОБРО ыркăмăллăх обществин Вăрмарти филиалĕ çынсенчен тĕрлĕ япаласем йышăнассипе ĕçлет. Çĕнĕ япаласем те, тăхăннă таса япаласем те илсе юлаççĕ кунта ĕçлекен администраторсем. Çавăн пекех атă-пушмак, чашăк-тирĕк, ача-пăча валли теттесем, пĕчĕк ачасем валли çывăрмалли краватьсем, коляскăсем тата ытти тĕрлĕ япаласем йышăнаççĕ. Çак япаласем таса та типтерлĕ пулччăр кăна.

Ыркăмăллăх фончĕн филиалне уçнă çĕре Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — организаципе контроль тата аналитика ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов, ЧЕБДОБРО руководителĕ Роман Родионов хутшăнчĕç. Малашне ыркăмăллăх ĕçне пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине, çавăн пекех округри предпринимательсене активлăрах явăçтармалли çинчен каларĕç.

Пĕтĕмĕшле каласан, çÿлерех асăннă фондăн Вăрмарти филиалне кам пулăшу кÿрес тет - çавсем пурте тĕрлĕ япаласемпе тивĕçтерме пултарĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика