ordenВăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕнче эрне пуçламăшĕнче анлă лару иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов хутшăнчĕç. Ларăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ.

Чи малтанах «Крокус Сити Холл» концерт залĕнче пулса иртнĕ терактра вилнисене шăплăх минучĕпе асăнчĕç. Унтан пирĕн ентешĕмĕрĕн — Вăрмар округĕнче çуралса ÿснĕ, ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Олег Давыдовăн амăшне Людмила Владимировнăна тата мăшăрне Ирина Геннадьевнăна Хăюлăх орденĕ пачĕç /сăн ÿкерчĕк çинче\.

Ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕмĕрсене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕç самантлăха та чарăнмасть. Вăрмар округĕн активисчĕсем салтаксене кирлĕ япаласем пуçтарса тăтăшах хĕрÿ вырăна ăсатаççĕ. Пархатарлă ĕçĕшĕн вĕсене те медальсемпе Тав çырăвĕсем парса наградăларĕç.

Çавăн пекех урăх тĕрлĕ чыслав та пулчĕ. Округри культура ĕçченĕсене професси уявĕпе саламласа тĕрлĕ наградăсем пачĕç. Унсăр пуçне икĕ çемье пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма е туянма ирĕк паракан свидетельствăсене тивĕçрĕ.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика