Вăрмар муниципаллă округĕнче пушарсен шучĕ чакни палăрать, апла пулин те пушар хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăр­малла. Çулталăк пуçланнăранпа 3 пушар пулса иртнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра вара — 9, 1 çын сиен тÿснĕ.

Хваттерсенче, пурăнмалли çуртсенче инкексем ытларах вут-çулăмпа тимсĕр усă курнăран, кăмакасем, электричествăпа ĕçлекен приборсем юсавсăр пулнăран сиксе тухаççĕ. Пурăнмалли çуртсăр тăрса юласси кашни çемьешĕн пысăк трагеди. Çын пурнăçĕ вара тата хаклăрах. Вут-çулăм кÿрекен сиенсем калама çук йывăр, анчах та чи ансат правилăсене пăхăнсан вĕсенчен сыхланма пулать.

Электричество проводисем юсавлă пулмалла! Çынсем пурăнакан чылай уйрăм çуртсенче, хуралтăсенче электричество тытăмĕ васкавлă юсава кĕтет. Кунта, паллах, кам та пулин сирĕншĕн килет те йăлтах туса парать тесе кĕтсе лармалли çук. Пурăнмалли кил-çурчĕн сыхлăхĕ пирки кашнин хă­йĕн тăрăшмалла, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Чи малтанах специалистсемпе çыхăнăр, вĕсем сире мĕн юсамаллине, мĕн улăштармаллине каласа ăнлантарĕç. Юсавсăр сÿнтеркĕчсемпе, розеткăсемпе, электроприборсемпе усă курмалла мар. Электропроводасене обойпа çыпăçтарса хума юрамасть, стенасем çумне тĕрĕс çирĕплетмелле. Утюгсемпе плиткăсене, электрочейниксене, сăмаварсене, кофе пĕçермелли хатĕрсене çулăм хыпса илме пултарайман япаласем çине чÿрече каррисем патĕнчен аяккарах вырнаçтарса лартмалла. Сетьри электроприборсене килтен тухса кайнă чухне сÿнтерсе хăвармалла. Квалификацисĕр граждансене электропроводасен монтажне шанмалла мар.

Кăмакасене илес пулсан вĕсем çинче çурăксем пулмалла мар, никĕс çинче лармалла. Кăмакан алăкĕсем, чÿречисем юсавлă пулмалла. Урайĕнче 50х70 см калăпăшлă тимĕр листи çапса хумалла, кăмака хутнă чухне кăмрăк пĕрчисем урайне ÿксен вут-çулăм хыпса илесрен. Кăмакана çунма пултаракан стенасемпе çумăн вырнаçтармалла мар. Тĕтĕм çулĕн мачча тăрринчи пайне хĕрлĕ тăм кирпĕчрен туса штукатуркăламалла, шуратмалла. Вутта чăтăмлă кирпĕчпе усă курма юрамасть.

Аса илтеретпĕр, вут-çулăм пирки 101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Хăвăр вăйпа пушара сÿнтерейместĕр пулсан, çунакан вырăнтан тухмалла, чÿречесемпе алăксене хупса сывлăш кĕрессине чармалла. Эвакуаци çулĕсене хупланă пулсан чÿречерен тухма май шырамалла.

Килте пушар çинчен систерекен автономлă хатĕр вырнаçтарса хăвăрăн пурнăçа хăрушсăрлатăр. Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр!

Артемий ВАСИЛЬЕВ, Вăрмар муниципаллă округĕн пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика