Раççей Федерацийĕн цифрăллă экономики» — çĕршывăн 2019-2024 çулсенче пурнăçлама палăртнă наци проекчĕсенчен пĕри. Чăваш Республикинче асăннă наци проекчĕн «Информаци инфраструктури», «Информаци хăрушсăрлăхĕ», «Патшалăхăн цифрăллă управленийĕ», «Цифра технологийĕсем» тата «Цифрăллă экономика валли кадрсем» регионти проекчĕсене йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинче «Раççей Федерацийĕн цифрăллă экономики» наци проекчĕ шайĕнче çамрăк кадрсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкул саккинченех «пĕрремĕш» професси илмелли условисемпе тивĕçтерме «УПК 21 — Вĕрентÿпе производство класĕсем» профориентаци проекчĕ пурнăçланать. Унăн профилĕсенчен пĕри — информаци технологийĕсем. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 14 ИТ-класс уçăлнă. ИТ-классем регионти ертсе пыракан ИТ-компанисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ачасем вĕсен ĕçĕпе паллашаççĕ, компанисен офисĕсенче пулса кураççĕ, ИТ-специалистсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, конкурссене, семинарсене, мастер-классене, профориентаци мероприятийĕсене хутшăнаççĕ.
Çĕрпÿри 1 номерлĕ вăтам шкулти ИТ-класс Чăваш Республикинче çакăн евĕр пĕрремĕш вĕрентÿ проекчĕ пулса тăнă. 2023 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă çамрăксене сертификатсем панă. ИТ-класс программине вĕреннĕ шкул ачисем программированин тĕп чĕлхисене, практика урлă цифрăллă программа продукчĕсене ăса хывнă тата ытти те.
2023 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Кейсистемс» технологисен лабораторийĕ уçăлнă. Кунта информатика факультечĕн студенчĕсенчен программистсене тата информаци хăрушсăрлăхĕ енĕпе специалистсене хатĕрлеççĕ.
Çавăн пекех Чăваш Республикинче ИТ-специальноçсене халăх хушшинче анлă сарма информаци программине хатĕрленĕ. Вăл шкул ачисене ИТ-специальноçсем енĕпе аслă пĕлÿ илесси, ертсе пыракан ИТ-компанисенче ĕçлесси пирки пĕлме май парать. Программа тĕллевĕ — çамрăксене перспективлă профессисемпе, çĕнĕ ИТ-специальноçсемпе кăсăклантарасси. Вăрмар округĕнчи шкулсенче те ачасене информатика енĕпе тарăн пĕлÿ параççĕ. Сăмахран, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул выпускникĕсем Шупашкарти, Хусанти, ытти пысăк хуласенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсене ăнăçлă вĕренме кĕрсе ИТ-специальноçсене алла илеççĕ.
Чăн та, пирĕн округра хальлĕхе ИТ-классем уçăлман-ха, анчах та Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»\ проектăн цифра тата гуманитари профильлĕ центрĕсем ĕçлеççĕ.
Цифра профилĕ енĕпе Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта активлă ĕçленине палăртмалла. Кунта ачасене квадрокоптерсемпе усă курма хăнăхтараççĕ, 3Д-моделировани ĕçне вĕрентеççĕ /руководителĕ Аврора Петровна Григорьева\, роботехника енĕпе те пĕлÿ параççĕ /руководителĕ Татьяна Валериевна Русакова\. Асăннă шкулта 9 класра вĕренекен Ярослав Николаев /сăн ÿкерчĕк çинче\ 3Д-моделировани енĕпе пултарулăх кăтартать. Вăл компьютерпа ку е вăл япалан 3Д-модельне хатĕрлет, унтан 3Д-принтерпа пичетлесе кăларать. Ярослав хăйĕн ĕçĕсемпе тĕрлĕ шайри конкурссенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Сăмахран, Вăрмар поселокĕнчи ача-пăча паркне хăтлăлатас енĕпе чи лайăх проектсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тухнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ