Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен йышĕнче чăвашсем чылай, çав шутра контрактниксем те. Вĕсенчен пĕри — Çитмĕш ялĕнчи Денис Вячеславович Петров. Сывлăхне пула салтакра службăра пулман пулсан та, пĕлтĕр май уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе çар операцине хутшăнма икĕ çуллăха контракт алă пусать. Ыттисем малти ретре пулнă чухне вăл кунта лăпланса ларайман. Авланман-ха, ачасем çук тесе те шутланă хăй ăшĕнче. «Анне, эпĕ СВОна каятăп», - тенĕ амăшне.
31 çулти çамрăк повестка кайса илсен ашшĕ-амăшĕн чун-чĕри вĕчĕрхенме пуçлать паллах, анчах та ывăлне хирĕçлемеççĕ Фаина Михайловнăпа Вячеслав Емельянович Петровсем. Малтанах Дениса Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулине çар вĕрентĕвне яраççĕ. Август уйăхĕнче икĕ кунлăха киле килсе кайнă вăл, ятарлă çар операцине кирлĕ япаласем туянса ăсатса яраççĕ ăна çывăх çыннисем.
Пĕлтĕр ноябрь вĕçĕнче 15 кунлăх отпускра пулнă Денис. Отпуска килни лайăх та ашшĕ-амăшĕшĕн, анчах та каялла ăсатса ярасси çăмăл мар. Килтен кайсан, темиçе кунран Денис минăсен вăйлă атакине лексе аманнă, контузи те илнĕ. Госпитальте сипленсе тухнă. Амăшне хăй тÿссе ирттернисене сахал каласа парать вăл, ытлашши кулянтарас темест ĕнтĕ. Чунне ытларах ашшĕпе уçать. Денис Петрова «Хăюлăхшăн» тата «Çарта палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă.
Хальхи вăхăтра Украина çĕрĕ çинчен 16 километртан Белгород облаçĕнче хамăрăн позицисене хуралланă çĕрте вăл ытти салтаксемпе пĕрле. Блиндажра, çĕрпÿртре пурăнаççĕ вĕсем. Пиллĕкĕн хальлĕхе. Нумай пулмасть кăна çапăçу ĕçĕсен ветеранĕн удостоверенине те тивĕçнĕ вăл. Кĕçех тепĕр хут отпуска килмелли вăхăт та çитет унăн. СВОна кайиччен Денис Мускавра строитель пулса ĕçленĕ. Кĕлкешри тĕп шкулта 4 çул вĕреннĕ, ун хыççăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта. Иртнĕ кунсенче Çитмĕш, Тупах çамрăкĕсем пуçтарăнса Денис патне Белгород облаçне кайса килнĕ. Фаина Михайловна ывăлĕ валли кукăль-çимĕç пĕçерсе, салă тăварласа, канфет-печени тата ытти апат-çимĕç парса янă. Гуманитари пулăшăвĕпе 1200 километр унталла, тепĕр 1200 километр каялла çитсе килнĕ çамрăксене, юлташĕсене Денис чунтанах тав тунине пĕлтерет инçетрен.
Денисăн амăшĕ Фаина Михайловна ывăлĕ хăçан кайнине, шăнкăравланине, киле килнине, ăна ăсатса янине — пĕтĕмпех çырса пырать. Çапла чунне лăплантарма тăрăшать амăшĕ, яланах унăн сывлăхĕшĕн кĕлĕсем калать.
Эвелина МИХАЙЛОВА