«Çурхи кун çулталăк тăрантать», – тенĕ мĕн ĕлĕкренех. Çакна шута илсе районти пур хуçалăхсенче те çине тăрса ĕçлеççĕ. Владимир Анатольевич Иванов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче те çаплах.
Çак кунсенче кĕрхи тулă уйĕсене паха удобренипе — аммиак селитрипе сапса пĕтерчĕç кунти ĕçченсем. Симĕс калчасене вăхăтра апатлантарни — пулас тухăçăн çирĕп никĕсĕ. 660 гектар лаптăк çинче акса хăварнă пулнă кĕрхи тулла. Тĕп пайĕ аванах хĕл каçнă, кунран-кун симĕсленсе, илемленсе пыраççĕ уйсем, апла пулин те вырăн-вырăнпа калчасем хĕл каçайманни те тĕл пулать. Калчасене удобренипе апатлантарас ĕçре виççĕнтен тăрăшса ĕçлерĕç хуçалăх ĕçченĕсем. Владимир Ильич Тимофеев КамАЗ водителĕн тивĕçĕ — удобрени турттарса тăрасси пулчĕ. Акана тухсассăн вара вăрлăхпа, им-çам сапмалла чухне шывпа тивĕçтерсе тăмалла пулĕ. Утă вăхăчĕ пуçлансан сенаж турттармалла, каярах — силос. Вырма вăхăтĕнче — тыр-пул тата ытти те. Чулкас ялĕнчи Владимир Тимофеев хуçалăхра 2021 çултанпа ĕçлет. Çавăн пекех пĕлтĕртенпе Хĕрлĕçыр каччи Андрей Александрович Федотов погрузчик водителĕ пулса вăй хурать. Унăн тивĕçĕ — тиессипе çыхăннă пĕтĕм ĕç. Удобрениллĕ пысăк хутаçсене çаклатса илет те хăйне шанса панă техникипе трактор çине пушатать. Уйра — удобрени сапнă çĕрте Александр Николаевич Артемьев механизатор тăрăшать. «Чи яваплине мана шанса параççĕ», - тет шÿтлесе Александр Артемьев удобрени сапассипе çыхăннă ĕçе ăнлантарнă май. Трактор çинчен Чăваш наци радиовĕ калани илтĕнет. Тăван чĕлхепе калаçакан передачăсемпе юрă-кĕвĕ кăларăмĕсене итлени уйра хавхалантарать паллах. Пурте пĕр-пĕринпе çĕнĕлле — раципе çыхăнса ĕçлеççĕ вĕсем. Çапла уйра пĕр-пĕринчен вуншар километртан мĕн каламаллине тĕл пулмасăрах татса параççĕ.
«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 27 çын вăй хурать. Палăртма кăмăллă, вĕсем хушшинче çуррине яхăн — 40 çула çитмен çамрăксем. «Владимир Анатольевич лайăх пăхать пире, мĕн кирлипе йăлтах тивĕçтерет, кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Управляющи ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Валерий Петрович Андреев та кăмăллă, техника валли саппас пайсене туххăмрах илсе килсе парать пире. Кăмăлпах ĕçлетпĕр кунта», - теççĕ çамрăксем. Кашни çул çĕнĕ ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтереççĕ кунта ĕçлекенсене, хĕллехипе тата çуллахипе те.
Владимир Анатольевичăн хуçалăхĕнче çурхи акана хатĕр. Мĕн кирли йăлтах çителĕклĕ. Çак кунсенче акма тухма палăртаççĕ вĕсем. Ăнăçу сунатпăр пур ĕçре те!
Пĕтĕмпе 3201 гектар çĕрпе ĕçлет «Иванов В.А.» хуçалăх. Кĕрхи тулă — 660 гектар, рапс — 300 гектар, куккурус — 150 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем – 350 гектар, çурхи тĕш-тырă — 1700 гектар.
Эвелина МИХАЙЛОВА