infЮнкун Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан ачасемпе çамрăксен канăвне, вĕсен сывлăхне çирĕплетессине тата ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси; халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси тата социаллă пулăшу кÿресси /ачасемпе нумай ачаллă çемьесем, патшалăх енчен кÿрекен социаллă пулăшусем\; çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерсе ярассипе ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем çинчен.

Вăрмар округĕнче виçĕ информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ: Энтрияль, Чулкас, Аслă Чак ял тăрăхĕсенче.

Чулкас ял тăрăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — организаципе контроль тата аналитика ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов ертсе пынă ушкăн ĕçлĕ тĕлпулăва ялти шкулта йĕркелесе ирттерчĕ. Информушкăн йышĕнче Вăрмар муни­ципаллă округĕн депутачĕсен Пухă­вĕн 15 номерлĕ Чулкасри округĕн депутачĕ Леонид Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен па­йĕн начальникĕ Леонид Степанов, ЧР Ĕçлев министерствин Социаллă пулăшу мерисене кÿрекен центрăн социаллă контракт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен компетенцисен пайĕн начальникĕ Татьяна Семенова, Россельхозбанкăн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова, Вăрмарти газ участокĕн учас­ток мастерĕ Сергей Никифоров, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламенчĕн председателĕ Карина Алексе­ева пулчĕç. Пурне те вĕсене Чулкасри территори пайĕн начальникĕ Георгий Усков кĕтсе илчĕ. Яваплă çынсем информкун шайĕнчи ыйтусене сÿтсе явнă май ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ, çивĕч калаçу иртрĕ шкулта вĕрентекенсен кабинетĕнче.

Вăрмар округĕнче ачасен канăвне йĕркелес тĕллевпе «Романтика» лагерь тăватă сменăпа, шкулсем çумĕнчи лагерьсем те ĕçлĕç. Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене кÿрекен социаллă пулăшу мерисем çинчен, социаллă контракт мĕнле йĕркелемеллине сÿтсе яврĕç. Инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе килсенче газ оборудованине специалистсене тĕрĕслеттерсех тăмалли пирки, çак тĕллевпе ятарлă килĕшÿсем тумалли çинчен калаçрĕç. Газ службин ĕçченĕсене 104 номерпе шăнкăравласа чĕнсе илме пулать киле. Россельхозбанк кÿрекен çăмăллăхсем уйрăмах кăсăклантарчĕç вĕрентекенсене. Çурт туса лартма 6 миллион тенкĕлĕх 3 процентлă кредит илме май пурри пуринчен ытла интереслентерчĕ. Çавăн пекех кил-çурта юсама та çăмăллăхлă кредит илме май пур. Тĕплĕнрех клиентсене Россельхозбанкăн Вăрмарти уйрăмĕнче яланах ăнлантарса пама хатĕр.

Вăрмар округĕнче çамрăксен парламенчĕ ĕçлет, ку вăл ял çамрăкĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, çамрăксемпе ĕç тăвакан влаç органĕсем хушшинчи çыхăнăва тытса тăракан обществăлла организаци. Çамрăксен парламенчĕн йышĕнче 16 çултан пуçласа 35 çулчченхи çамрăксем. Çамрăксен парламенчĕн председателĕ Кавал хĕрĕ — Карина Алексеева хăйĕнпе паллаштарчĕ, шăпах та Чулкас ялĕнчен çамрăк представитель кирлине палăртрĕ. Ку обществăлла организаци ятарлă планпа ĕçлет. Тĕслĕхрен, парламентăн членĕсем экологи субботникĕсене хутшăнаççĕ, территори пайĕсенчи спорт площадкисемпе паллашаççĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшаççĕ тата ытти те.

Информаци кунĕнче тата ытти тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика