Ирина Юрьевна Лукина, Вăрмар муниципаллă округĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ: «Ялта чи лайăххисем» ятпа иртекен агрослет ялти çамрăксене, хуть те хăш сферăра ĕçлекенсене те, пĕр çĕре пухса тĕрлĕ программăсене хутшăнма май туса парать. Ял çамрăкĕсем те хуларисенчен кая мар пулнине палăртма май парать ку слет. Кашни çулах пур кăмăлпа хутшăнатпăр çак кăсăклă та масштаблă мероприятине. Хальхинче те активлăх кăтартма хатĕрленетпĕр. Кунта вĕрентекенсем те, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсем те, тухтăрсем те хутшăнаççĕ. Агрослетăн тĕллевĕ — ялта ĕçлесе пурăнасси хисеплине кăтартасси. Пурнăçра кирлĕ япаласене вĕренетпĕр, усăллине ăша хыватпăр. Уйрăмах спикерсене итлеме кăмăллă".