IMG 9685Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра, çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕнче те наци проекчĕсем тĕллевлĕ пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем» наци проекчĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн республикăра «Чебоксары — Сурское» автомобиль çулĕсем çинче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. Çак çул-йĕр регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать, мĕншĕн тесен вăл республикăн тĕп хулине кÿршĕллĕ регионсемпе çыхăнтарса М-12 автоçул çине кăларать. Çак наци проектне пурнăçласа пирĕн муниципаллă округра та кăçал «Энĕш — Урнар — Саруй» автоçула Канаш муниципаллă округĕн чикки таран 3 километр та 168 метр тăршшĕ пурĕ 23,5 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Çавăн пекех «Вăрмар — Арапуç — Кĕтеснер», «Пысăк Енккасси — Карăкçыр­ми» автоçулсене /пурĕ 3,5 километр\ тĕп юсав ĕçĕсем тума планланă. Кăçалхи июнь уйăхĕ вĕçĕнче ку ĕçсене пурнăçлама тытăнмалла та ĕнтĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрпе илес пулсассăн, «Аниш» автоçула 15 километр тăршшĕ тĕп­рен юсама палăртнă.

Кăçал ялсенчи 17 километр тăрш­шĕ çул-йĕре вак чул сарма вара пурĕ 206 миллион тенкĕ уйăр­нă. Çавна май муниципаллă округри территори пайĕсенчи урамсенче вак чул сарассипе ĕçсем пыраççĕ. Сăмахран, Кăрăкçырми, Урнар, Саруй ялĕсенче пурĕ 650 метр тăршшĕ урамсене вак чул сарнă. Ытти ялсенче те ку енĕпе ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра «Вăрмар — Кавал — Нăрлат» автоçул çинче ĕçсен виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Çавна май Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнче çул-йĕр ĕçченĕсем тротуар тăвассипе, чарăну вырăнĕнче çĕнĕ павильон лартассипе ĕçлеççĕ. Çак ĕçсен тăваттăмĕш тапхăрне те кăçалах пурнăçлама палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн Кавал ялĕ çумĕнчи кивĕ павильона çĕннипе улăштарма палăртнă.

Хальхи вăхăтра «Вăрмар – Кивĕ Вăрмар — Кавал – Кивĕ Вĕренер» автоçул çинче пурĕ 11,4 км «Стройком» тулли мар яваплă обществăн рабочийĕсем Ю.Иванов, Т.Аверкина, Д.Гришанин, В.Разумов водитель, Е.Иванов экскаваторщик, А.Димитриев çул-йĕр мастерĕ ĕçлеççĕ.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика