«Экологи» наци проекчĕн ĕçĕ-хĕлĕ каяшсене вырнаçтарассипе, атмосферăна тухакан сиенлĕ япаласен калăпăшне чакарассипе, шывлă вырăнсене тасатассипе, вăрмансем лартса ÿстерессипе, хăйне евĕрлĕ флорăпа фаунăна упраса хăварассипе çыхăннă. Асăннă наци проекчĕ шайĕнче «Сайра шыв объекчĕсене упраса хăварасси», «Таса шыв» тата ытти проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕсенчен пĕрне «Таса шыв» проекта пурнăçласа нумаях пулмасть Чупайĕнчи территори пайĕнчи Н.Гоголь ячĕпе хисепленекен урамăн айккипе вырнаçнă çырмана кивĕ, хăрнă йывăçсенчен, ытти ăпăр-тапăртан тасатассипе ĕçлерĕмĕр. Кунта юхса выртакан çăлкуçа та тасатрăмăр. Çавăн пекех ÿснĕ курăка та çăлса тирпейлерĕмĕр. Çак ĕçре Николай Ефремов, Иван Петров, Геннадий Васильев, Римма Федорова, Галина Венедиктова, Светлана Васильева, Юлия Егорова, Тамара Егорова, Виталий Кируш, Кирьян Петров, Алексей Степанов тăрăшса вăй хучĕç. Пĕтĕмĕшле каласан Н.Гоголь урамĕнче пурăнакансемпе пĕрле ытти кÿршĕллĕ урамсенчи кил хуçалăхсен хуçисем те пĕрле кар тăрса туслăн ĕçлерĕç. Палăртма кăмăллă: Николай Андреевич Ефремов асăннă урамăн çырма хĕррипе каштан йывăççисем лартнă. Эппин, вĕсем экологи çулталăкĕнче лайăх ешерсе каясса шансах тăратпăр.
Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк пирĕн. Чупайĕнчи территори пайĕнчи çырма-çатрасене хăтлăх кĕртме, çăлкуçсене тасатма палăртатпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама вырăнти халăх пĕрле ĕçлеме тухасса шанса тăратпăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА, Чупайĕнчи территори пайĕн пуçлăхĕ