Экономика форумне республикăн çирĕп аталанăвне халалланă та – унăн пĕрлехи ларăвĕнче калаçу экономикăн тĕрлĕ отраслĕн аталанăвĕ тавра йĕркеленнĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе, интереслĕ шухăшсемпе пуян калаçу пулнă.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп аталанăва нумайăшĕ «симĕс» экономикăпа çыхăнтарнине аса илтерчĕ, унпа çыхăннă тĕллевсем пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕпе хунине палăртрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл умĕнхи форумсенче тишкерсе ĕçе кĕртме пуçланă проектсене аса илтерчĕ. Çав шутра – «симĕс» экономикăна мала кăларакан ESG-проектсем. Сăмахран, Ульяновск облаçĕпе пĕрле карбон полигонĕ тăвасси. Атăл çулла чечекленни вăрттăнлăх мар - çакăнпа мĕн тумалла? Пилот площадкисене суйласа илсе шыв курăкĕсем тăпра пулăхне мĕнле витĕм кÿнине тĕпченĕ. Вĕсем тăпра пахалăхне ÿстерни куçкĕрет. Атăлăн Шупашкар акваторийĕнче кăна çĕр-çĕр тонна шыв курăкĕ кăларма пулать-мĕн - çак майсемпе карбон полигонне йĕркелеме усă курасшăн.

Чăваш Енре электромобильсен шучĕ ÿссе пырать. Çавна май вĕсем валли 20 заряд станцийĕ тунă. Кăçал тата 60 заправка хута каймалла. 2030 çул тĕлне вара вĕсен шучĕ 200-е çитмелле. Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енре 30 яхăн электромобиль регистрациленĕ, кăçал вĕсен шучĕ 120 çитнĕ. Çак автопарк пысăк хăвăртлăхпа пысăкланса пырасса чухлама йывăр мар. Углерод калăпăшне чакарас тĕллевпе Чăваш Ен общество электротранспортне çĕнетсе аталантарать. Кăçал 4 миллиард тенкĕлĕх 153 троллейбус туянмалла, çĕнĕ маршрутсем уçăлĕç.

Республика 2024 çулта хăмла çитĕнтерсе ăна тирпейлемелли инфратытăма йĕркелессине вĕçлет. Чăваш Еншĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ: «симĕс ылтăнăн» Раççейре туса илекен калăпăшĕн тĕп пайĕ – пирĕн регион тÿпи. Чăваш Енĕн ку отрасльте компетенцисен центрĕ пулса тăмашкăн пĕтĕмпех пур. Ахальтен мар ĕнтĕ лару модераторĕсенчен пĕри – «Раççей» телеканал журналисчĕ Юрий Богданов хăмлан экспорт малашлăхĕ пирки ыйтрĕ. Олег Николаев шучĕпе, малтан хамăрăн рынока тивĕçтермелле – ку енĕпе те ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. Раççее çуллен 8 пин тонна хăмла кирлĕ. Чăваш Енре ăна хальлĕхе 200 тонна патнелле туса илетпĕр.

Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков Чăваш Ен экономикине хакланă май республика регионăн шалти продукчĕн ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăнта пулнине çирĕплетрĕ: «Питĕ пысăк кăтарту – çавăнпа пулăшас килет». Вăл патшалăх регионсене тĕревленине ырлать. Калăпăр, субъектсен патшалăх парăмĕн тытăмĕнчи кредитсене каçарни Чăваш Ене 5,7 миллиард тенкĕ перекетлеме май парать.

Вăл Атăл тасалăхĕ тĕлĕшпе те хă­йĕн шухăшне палăртрĕ: «Шупашкар шыв управĕн шайне хăпартас ыйтăва хупма юрамасть. Чăваш Енре халех электроэнерги дефицичĕ сисĕнет ĕнтĕ. Шупашкар ГЭСĕ – отрасльти пĕртен-пĕр вĕçленмен строительство». Тенкĕ курсĕ пирки ыйту пулчĕ те – Анатолий Геннадьевич ăна та хуравсăр хă­вармарĕ: «Чи лайăх курс – тенкĕ тăнăçлăхĕ. Евро çÿрес тĕлĕшпе чару пулмасть».

Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Валентин Гапанович Раççей ертÿлĕхĕ пысăк хăвăртлăхлă «Мускав—Санкт-Петербург» чукун çул магис­т­ралĕн строительствипе çыхăннă йышăну туни çинчен пĕлтернĕ май ку ĕçе Чăваш Енри предприятисем те хăйсен тÿпине хывассине çирĕплетрĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика