IMG 9760Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Юрий Алексеевич Казаков, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн следстви пайĕн начальникĕ Алина Вячеславовна Степанова «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулса Интернетра тĕл пулакан ултавсем пирки, ултавçăсен серепине лекесрен асăрханасси пирки калаçу ирттерчĕç.

2023 çулта IT-технологисемпе усă курса Чăваш Рес­пуб­ликинчи 448 çынна 500 000 пин тенкĕлĕх улталанă. Вĕсен шутĕнче 195 арçын, 253 хĕра­рăм. IT-технологи преступленийĕ — информаци технологийĕсемпе усă курса тунă прес­туплени шутланать. Çак шутра сиенлĕ программăсене сарасси, парольсене ватасси, банк карттисен тата ытти реквизитсен номерĕсене вăрласси, Интернетпа усă куракансен идентификаци номерĕсене тупса палăртасси кĕрет. Çакăн йышши преступленисене тĕп­рен илсен ытларах Чăваш Респуб­ликин тулашĕнче пурăнакансем пурнăçлаççĕ, хăш чухне вара Раççей тулашĕнчисем те. Паянхи кун та телефон çине паллă мар номертен çывăх çын инкеке лекни çинчен СМС-çырусем, шăнкăрав­сем килеççĕ. Çакăн йышши ултавсене çакланакансем тăтăшах тĕл пулаççĕ Чăваш Енре. Палламан çынсем каланипе çухалса кайса нимĕнле ĕç те тумалла мар. Сирĕн патне шăнкăравлакан çынна хă­вăрăн çывăх çыннăрпа çыхăннă ыйтусене памалла, çакă сире ку ултавçă пулнине уйăрса илме пулăшать, хуть те мĕн­ле те пулин сăлтав тупса час­рах калаçăва татса хăвăрăн çывăх çын патне шăнкăравласа чăннине пĕлмелле. Сирĕн тăван е паллакан çын аварие е тĕрмене, больницăна е çул-йĕр çинчи пăтăрмаха лекнĕ, çавăнпа та штраф тÿлемелле тесе шăнкăравлаççĕ пулсан, ан ĕненĕр, вĕсем ултавçăсем!

Палламан çынсене, вĕсем газ службин, поликлиника, полици, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин, социаллă ĕçченсем тесе пĕл­тереççĕ пулин те, алăка уçса кĕртмелле мар. Сирĕн патне специалиста янипе яманнине пĕлме малтанах ятарлă вырăна шăнкăравласа ыйтса пĕл­мелле.

Телефон çине палламан номерсенчен СМС-пĕлтерÿсем, каçăсем /ссылкăсем\, файлсем килсен асăрхануллă пулмалла, унта кĕрсе каймалла мар. Мобильлĕ телефона е компьютера вируссене хирĕç кĕрешекен программăсемпе тивĕçтерĕр, анчах та официаллă представительсенчен илнипе кăна усă курмалла. Палламан çынсем укçа е парне выляса илни çинчен, банк карттине блокировка туни пирки, таварсем е эмелсем йÿнĕ хакпа туянма май пуррин çинчен пĕлтереççĕ. Çакă та йăлтах ултав! Банк карттин пин-кодне, реквизичĕсемпе цифрисене никама та ан пĕлтерĕр. Реквизитсене пĕлтерсенех ултавçăсем сирĕн картта çинчи укçа-тенкĕне вăрласа илеççĕ.

Интернет уçлăхĕнче, мобильлĕ телефон урлă ытти чылай ултав та тĕл пулать, çавăнпа та яланах тимлĕ пулăр. Телефон çине ют номерпе килекен шăнкăрава яланах асăрханса тытăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика