IMG 9767

2024 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнтарас кампани вĕçленсе пырать. Кĕлкешри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче вăй хуракан пуçлăх Татьяна Никифоровна Васильева, Кĕлкеш, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсемпе ĕçлекен почтальон Вера Ананьевна Степанова, Тупах ялĕпе хăй ирĕкĕпе почтальон ĕçне пурнăçласа пыракан Алевтина Ивановна Матвеева вырăнти халăха хаçат-журнал çырăнтарассипе активлă ĕçлеççĕ. Кунта уйрăмах Алевтина Ивановнăна палăртса хăварас килет. Çулĕсемпе çамрăк мар пулин те, Тупах çыннисене хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Палăртма кăмăллă: çитес çырăнтару тапхăрĕ валли вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçата 50 ытла экземпляр çырăнтарнă та. Ырă кăмăллă та пултаруллă хĕрарăм вырăнти халăхпа яланах пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çавăншăн хисеплеççĕ те ăна ял çыннисем, çакăн пек пархатарлă, халăха кирлĕ ĕç тунăшăн ăна ырăпа палăртаççĕ. Çавна май «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ те Кĕлкешри поч­та çыхăнăвĕнче вăй хуракансен ĕçне хакласа пĕчĕк парнесемпе чысларĕ. Малашне те пĕр­ле тачă çыхăнура ĕçлессе шанса тăратпăр.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика