dorogaВăрмар округĕн халăхĕ чылайранпа кĕтекен пĕлтерĕшлĕ ĕç пырать халĕ. «Аниш» автоçулăн Вăрмар кукринчен пуçласа Чулкас ялĕ çывăхнелле пыракан пĕтĕмĕшле 15 км тăршшĕ участокне асфальт сарма тытăнĕç кăçал. Хальлĕхе кунта çул çинчи малтанхи асфальтпа бетон сийне фрезерлаççĕ.

doroga1Çул-йĕр сийĕ çĕнĕ асфальт сарма яка пултăр тесе фреза тă­вакан ятарлă техникăпа хырса пыраççĕ, асфальт тĕпренчĕкне çи­йĕн­чех пуçтарса автосамос­вал çине тиесе пыраççĕ. Çак çул-йĕр ĕçĕсене «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Чăваш Рес­публикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш­упрдор» хысна учрежденийĕ ку калăпăшлă ĕçсене тума Шупашкарти «Стройком» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. Подрядлă организацин контракт­па килĕшÿллĕн ĕçсене пурнăçламалли срокĕ – 3 çул. Пĕтĕмĕшле кунти лару-тăрăва йĕркелесе пырассипе тăрăшакан Максим Николаевич Ершов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалах туса ĕлкĕресшĕн. «Палăртнă учас­тока пуçламăшĕнчен — Вăрмар кук­ринчен мар, вĕçĕнчен пуçларăмăр. Çул-йĕр ĕçĕсем пынă вăхăтри автотранспорт юхăмĕн схемине малтанах ЧР Çул-йĕр патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсемпе килĕштерсе хатĕрлерĕмĕр. Кунсерен хальлĕхе пĕрер километр çула хырса якататпăр. Техника ĕçленĕ вăхăтра палăртнă участокăн икĕ енĕпе те машинăсене йĕркелесе тăракан пĕрер çын тăрать. Машинăсене пуçтарăнса пынине кура малтан пĕр енчен, ун хыççăн тепĕр енчен ирттерсе яратпăр. Объектра хальлĕхе 4 çул-йĕр рабочийĕ, тĕрлĕрен ятарлă техника ĕçлет: икĕ çул-йĕр фрези, 4 автосамосвал, 1 МТЗ-трактор, шыв турттаракан пĕр техника», - каласа парать Максим Николаевич. «МТЗ-щетка» теççĕ хăйсем хушшинче асфальта фрезерланă хыççăн шăлса пыракан трактора. Фрезерлакан техника ĕçленĕ май хĕрсе çитсен ăна шыв сапса сивĕтеççĕ иккен. Çавăнпа шыв тултарнă техника та яланах çумра.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та çул çинчи ĕçсемпе паллашнă, çывăх вăхăтсенче Вăрмар тата унăн хăнисем яка асфальтлă çулпа çÿрессе, «Стройком» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем ĕçе пахалăхлă та вăхăтра пурнăçласса шаннине пĕлтернĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика