Çанталăк шăрăх тăни çынсене шыв хĕррине илĕртет. Анчах шывăн турачĕ çук теççĕ, çавăнпа инкек сиксе ан тухтăр тесен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла.
Ятарласа хатĕрленĕ вырăнта кăна ишмелле, буăксенчен шаларах иртмелле мар, эрех-сăра сыпнă хыççăн шыва кĕме пачах юрамасть, аслисен ачасене сăнасах тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Пĕр-пĕрне шыва тĕксе яма юрамасть. «Путатăп!» — тесе шÿтлени те вырăнсăр.
Чăваш Республикинче 16 çултан кĕçĕнрех ачасене хăйсем тĕллĕн шыва кĕме чарса ятарлă йышăну тунă, çавăнпа шыва кĕме кайсан ашшĕ-амăшĕн яланах ачисемпе юнашар пулмалла. Йĕркене пăсакансене административлă явап тыттараççĕ.
Чăнкă çыранлă е шыв уçласа илекен вырăнсенче шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тÿрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ÿт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕнĕр, унсăрăн мышцăсем самантрах хутланаççĕ. Хăш-пĕр чир-чĕре пула шыва кĕме юрамасть, çавăнпа та ăçта та пулин шыва кĕме кайма палăртиччен малтан тухтăрпа канашласа илĕр. Пĕлмен çĕрте шыва кĕме шутларăр пулсан малтан шыв тарăнăшне, çыран хĕрринче тата шывра кĕленче ванчăкĕсем, çÿп-çап выртманнине тĕрĕслĕр.
Асăрхануллă пулăр. Ытларах чухне çын шыва путнине ăнланса илме те çук, мĕншĕн тесен вăл шăппăн путать, пулăшу чĕнсе те, алăпа хăлаçланса та ĕлкĕреймест. Юнашар ишекен çын та тепри путнине сиссе юлаймасть.
Юрий ЕФИМОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ