Çулла çитсен пĕчĕк ачасем чÿречерен тухса ÿкессипе çыхăннă инкексем пулассинчен питĕ асăрханмалла. Ытларах чухне çулталăкран пуçласа 5-6 çула çитнĕ ачасем шар кураççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасене хваттерсенче сăнасах тăмалла, вĕсене уçă чÿречеллĕ пÿлĕмсенче хăвармалла мар. Ача çумĕнчен çеккунтлăха пăрăнсан та хăрушă инкек пулма пултарать.

Москитлă сеткăсем ача йывăрăшне чăтайманнине ан манăр. Ача ун çине тĕревленсе сеткăпа пĕрле тухса ÿкме пултарать. Ача чÿрече янаххи çине улăхасран асăрханса чÿрече умне сĕтел-пукан ан лартăр. Чÿречесем çине пĕчĕк ачана чÿречене уçма чăрмантаракан блокираторсем вырнаçтарăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика